Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çĕнĕ ача сачĕ часах хута кайĕ

06 июля 2013 г.

Комсомольскинчи 3 №-лĕ çĕнĕ ача сачĕ ĕçлеме пуçласса чылайăшĕ чăтăмсăррăн кĕтет. Пирĕн паянхи хăна — унăн заведующийĕ Анна Николаевна Албутова.

— Анна Николаевна, çĕнĕ çурта хута ярасси нумай юлмарĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра ĕçсем унта мĕнле пыраççĕ-ши?

— Паянхи куна чылай ĕçе вĕçленĕ те: садикĕн чÿречисене вырнаçтарса лартса тухнă, ура-йĕсене йĕркене кĕртнĕ, стенисене сăрланă. Халĕ электропроводка кĕртеççĕ, канализаци тытăмне майлаштараççĕ. Тата ытти вак-тĕвек ĕçсем те, паллах, чылай. Ача садне сентябрĕн 1-мĕшĕнче хута яма палăртнă. Унччен пĕтĕмпех хатĕр пуласса шанатпăр.

— Садикĕн ĕçне йĕркелесе ярассинче йывăрлăхсем пур-и?

— Паллах, çĕнĕ ĕçе пикеннĕ чухне йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Пирĕншĕн хальхи вăхăтра татса памалли тĕп ыйту вăл — кирлĕ кадрсем тупасси. Сăмахран, паянхи кун пирĕн çак вакансисем пур: воспитатель, музыка руководителĕ, медсестра, повар, педагог-психолог, физкультура воспитанийĕн ертÿçи, воспитателе пулăшаканĕ, пÿлĕмсене тирпейлекен, кухня ĕçченĕ, кĕпе-йĕм çăвакан машинист, çĕвĕç-кастелянша. Унсăр пуçне завхоз, хушма ĕçсем тăвакан (подсобный рабочий), çурта пăхса тăракан (рабочий по обслуживанию зданий), хуралçă, территорие тирпейлекен те кирлĕ. Ку вакансисемпе ар çынсене ĕçе илсен аванрах пулмалла тесе шутлатпăр. Çавăн пекех октябрĕн 1-мĕшĕнчен пире газ котельнăйĕн операторĕ те кирлĕ пулĕ.

— Ĕçе вырнаçас текенсен мĕн тумалла-ха?

— Камăн ача садĕнче ĕçлес кăмăл пур, çак адреспа килме ыйтатпăр: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57 çурт, 1 кабинет. Ĕçе кĕме заявлени, паспортăн е çын кам пулнине палăртакан урăх документăн копийĕ, професси пĕлĕвĕ е квалификацие ÿстерни çинчен калакан документсен, ĕç кĕнекин копийĕсем, судпа айăпланни (е айăпланманни) çинчен калакан справка тата ача садĕнче ĕçлеме ирĕк паракан медицина справки кирлĕ. Тĕплĕнрех район администрацийĕн сайтĕнче вуласа пĕлме пулать.

— Ача садне çÿрекенсен йышне палăртман-и-ха?

— Хальлĕхе кун пек информаци çук. Садикре пурĕ 8 ушкăн пуласси паллă, çав шутра 2 ясли ушкăнĕ. Тепĕр 2 ушкăна шкула кайма хатĕрленекенсем çÿрĕç. Август вĕçнелле ачасен йышне палăртăпăр, ушкăнсене йĕркелĕпĕр.

— Тавтапуç калаçушăн. Ача садне хута ярас ĕçре ăнăçу сунатпăр сире.

Н.Калашникова.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика