Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çемье телейĕ – пĕр-пĕрне ăнланнинче

06 июля 2013 г.

Юрату сăмахăн пĕлтерĕшне тĕплĕнрех мĕнле уçса пама пулать-ши; Темĕнле тăрăшсан та ку ыйтăвăн вĕçне-хĕрне тухса пĕтме çук пек туйăнать. Юрату тесе калани тата çырни, темĕн тесен те, вăл мăшăрсем хушшинчи хутшăнăва палăртмалли сăмах, унăн хыçĕнче вара — пысăк вăрттăнлăхĕсене уçса пама тăхтакан этем кун-çулĕ.

Пĕр кĕнекере çапла вуланăччĕ: çуралсассăнах çынсене икĕ пая пайлаççĕ-мĕн. Вĕсем пĕр-пĕрне шыраса çула тухаççĕ иккен. Тупăнаççĕ те пĕрлешеççĕ. Пĕр-пĕрне килĕштерсе, юратса, ĕмĕрĕпех пĕрле пурăнма тупа туса çемье çавăраççĕ. Çакăн пек çемьесенчен чылайăшĕ пĕрле пурăнать, теприсем тĕрлĕ сăлтава пула уйрăлаççĕ. Пурнăç никама та, юмахри пек, кавир çул сарса памасть çав. Пурнăç çулне хамăрăн суйласа илсе, унпа мăнаçлăн утса, телей тупма тăрăшмалла.

Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Красновсем çакăн пек телейлĕ, мухтавлă çулпа утаççĕ тесе калас килет. Елизавета Осиповнăпа Николай Иванович пĕр-пĕрне тĕл пулса çемье çавăрнăранпа кăçалхи август уйăхĕнче 53 çул çитет.

— Туй шăв-шавĕ паян пулнă пекех асăмра. 53 çул тесен нумай пек те туйăнать тата. Анчах та вĕсем пурнăçри чи хаваслă, асамлă, телейлĕ кунсем, — тет калаçăва пуçласа Николай Иванович. Çакăн пек калама сăлтавĕ те пайтах. Вĕсем çемье çавăрса çĕнĕ вырăна уйрăлса тухнă, кирпĕч çурт, хуралтăсем хăпартнă. Икĕ ывăлпа хĕр çуратса çитĕнтерсе, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян ачисемпе, мăнукĕсемпе чунтан савăнаççĕ. Вĕсем пуртан Красновсем телейлĕ.

Пĕр кунта, июлĕн 1-мĕ-шĕнче, кун çути курнă каччăпа хĕре шăпа ахальтен пĕрлештермен паллах. «Ку — Турă пÿрни пулĕ», — теççĕ Красновсем пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса.

Çемьере кирек хăçан та килĕшÿлĕх хуçаланать. Чашăк-тирĕк шăкăртатасси пулнах ĕнтĕ, анчах çав сасса ял-йыш мар, кÿршĕ-аршă та илтмен. Ăçта тупсăмĕ; Иккĕшĕ çеç пĕлеççĕ çакна.

— Çемье çирĕплĕхĕ, тăнăçлăхĕ — пĕр-пĕрне сума сунинче, хисепленинче. Яланах ăшă кăмăлпа калаçни, вăрçăнманни, пĕрне-пĕри каçарма пĕлни, çилленсе çÿременни — чи кирли, — вăрттăнлăха уçрĕ Елизавета Осиповна.

Ахальтен мар вĕсем çур ĕмĕр ытла пĕр-пĕрне юратса, куçран куçа пăхса пурăнаççĕ. Ĕмĕрĕпех ĕçре пиçĕхнĕ мăшăр. Ача чухне колхоз ĕçне хутшăннă хĕрпе каччă. Николай Иванович чи малтанах Комсомольскинче машинăпа трактор станцийĕн 2-мĕш бригадинче трактористра ĕçленĕ. Шăпах çак вăхăтра вăл Луцки салин лавккинче пулас мăшăрĕпе Елизаветăпа паллашнă. Çамрăк хĕр ун чухне сутуçăра тăрăшнă. Ĕçчен хĕре пĕрре курсах кăмăлланă иккен Николай, çавăнпа та яштака та илĕртÿллĕскере урăххисене пăхма паман, хăйĕн мăшăрĕ тунă. Николай Иванович чылай çул райпора водительте тăрăшнă. Каярах вара, 1972 çул-та, Канашри механизациленĕ вăрман хуçалăхĕн Комсомольски участокĕнче лесник ĕçне кÿлĕннĕ те, 1995 çулчченех унта тăрăшнă. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн ăна нумай хутчен Хисеп хучĕсемпе, патшалăх вăрман сыхлавĕн кăкăр çине çакмалли паллисемпе чысланă. Николай Иванович вăрмана чунтан юратать, паян та кăштах пушă вăхăт тупăнсанах Красновсем лаша кÿлсе çут çанталăк ытамне васкаççĕ. Уçă сывлăшпа киленеççĕ, çырла, кăмпа татаççĕ, милĕк хатĕрлеççĕ. «Ÿркенмен çыннăн хĕлле хырăмĕ тутă пулĕ», — тенине тĕпе хурса ĕçлет мăшăр. Килти пахчара та нумай улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтерет. Пыл хурчĕсем те тытаççĕ вĕсем. Çак ăсталăх йăхран йăха куçса пынă иккен. Николай Иванович аслашшĕ вăрманта пысăк утар тытнă, унтан ашшĕ çак ăсталăха алла илнĕ, халĕ Николай Иванович хурт-хăмăрçă, ывăлĕ Славик те хуçалăхра пыл хурчĕсем тытать. Пурин валли те вăхăт çитерме çăмăлах мар пулин те, ĕçрен пăрăнмаççĕ вĕсем.

Елизавета Осиповна та ĕмĕрĕпех шут ĕçĕнче тăрăшнă. Шупашкар хулинче коопераци техникумне вĕренсе пĕтерсен сутуçăна вырнаçнă. Пĕр вăхăт ревизорта та тăрăшнă. Каярах вара райĕçтăвкомра тĕп бухгалтер ĕçĕсене пурнăçланă. Унта вăл 31 çул ĕçленĕ.

Красновсен кил хуçалăхĕнче çăмăл машина та, УАЗ автомашина та пур. Унпа кил хуçи кирлĕ пулсан хулана та, вăрмана та илсе кайса килет. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тытаççĕ. Сăпкаран хăпсанах ачисене ĕçе явăçтарнă. Халĕ вара мăнукĕсене те ĕç вăрттăнлăхĕсене алла илме вĕрентеççĕ. Кирек мĕнле ĕçе те килте юратса, хавхаланса тăваççĕ, пĕлтерĕшсĕр, тĕллевсĕр япаласемпе аппаланасси асра та çук.

Красновсен ачисем пурте хăйсем кăмăлланă çул-йĕре суйласа илнĕ. Аслă пĕлÿллĕ специалистсем килĕшекен ĕçре тимлеççĕ. Славик ывăлĕ çемйипе Кĕçĕн Каçалта тĕпленнĕ, Юра Шупашкарта, Светлана Комсомольскинче пурăнать. Красновсем пилĕк мăнукĕпе савăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ патне илсе çитерекен сукмака ачисемпе мăнукĕсем манмаççĕ, тăтăшах хăнара пулаççĕ, хуçалăхра пулăшаççĕ.

Килĕштерсе пурăнаççĕ Красновсем. Çамрăк ăрăва та ырра, ĕçе вĕрентсе ÿстереççĕ, пехиллеççĕ. Елизавета Осиповнăпа Николай Иванович Красновсенчен тĕслĕх илмелли вара пурах. Телейлĕ мăшăра çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика