Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Телейлĕ çул пултăр!

29 июня 2013 г.

Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче савăнăçлă лару-тăрура 34 шкул пĕтерекене аслă çула ăсатрĕç. Гелия Алиуллина, Татьяна Григорьева, Людмила Чаркина шкула кĕмĕл медальсемпе пĕтерчĕç. Шкул пĕтерекенсем хушшинче: район администраци пуçлăхĕн стипендиачĕ, район тата республика шайĕнче иртекен олимпиадăсемпе конкурссен çĕнтерÿçи — Юлия Козлова, республика шайĕнче иртнĕ сочиненисен конкурсĕн çĕнтерÿçи — Александра Артемьева, районти чи лайăх спортсмен — Александр Тимофеев.

Пурнăçăн аслă çулĕ çине тухакансене шкул директорĕ Геннадий Длинов, район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, районти вĕренÿ пайĕн ĕçченĕ Любовь Пушкина тата шкулти ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕ Татьяна Мамуткина саламларĕç, çамрăксене телей, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунчĕç. Шкулпа сыв пуллашакансем вара вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав турĕç.

Телейлĕ çул пултăр, выпускниксем!

Л.МАКАРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика