26 июня 2013 г.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн кану лагерĕнче кăçал 110 ача хăйĕн сывлăхне çирĕплетрĕ, вăхăта усăллă ирттерчĕ. Лагерь начальникĕпе Н.Атласкинпа Л.Галкина тата воспитательсем кунта çÿрекенсен канăвне йĕркелесе сахал мар мероприяти ирттерчĕç. Уйрăмах «Юмах тĕнчинче», «Алло, эпир талантсем шыратпăр», «Чи илемлĕ бант» конкурссем хаваслă иртрĕç. Ачасем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла асфальт çинче ÿкерчĕç.
Культурăпа кану центрĕнче дискотека йĕркелени асрах. Н.Антонова тĕрлĕ конкурссемпе савăнтарчĕ.
Районти 31-мĕш пушар чаçĕнче экскурсире пулни те ачасен кăмăлне кайрĕ. Çавăн пекех «Кооператор» производство комбинатне çитсе куртăмăр, вĕсен пылак шывне тутантăмăр.
Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем те ăш пиллĕн кĕтсе илсе çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналсемпе паллаштарчĕç.
Лагере çÿрекенсене кашни кунах О.Батманова, О.Артюшкина, И.Полякова, Е.Никитина поварсем тутлă та сĕтеклĕ апат çитерчĕç.
Хаваслă кунсем иртни сисĕнмерĕ. Акă, июнĕн 21-мĕшĕнче ачасем лагерьпе сыв пуллашрĕç. Вĕсене Н.Атласкинпа Л.Галкина саламларĕç, çуллахи каникула усăллă ирттерме сунчĕç. Чи пултаруллисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
А.АРТЕМЬЕВА,
О.МАТВЕЕВА.
Источник: "Каçал Ен"