08 июня 2013 г.
Нумаях пулмасть Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 6,7-мĕш классенче вĕренекенсем Йĕпреç поселокĕнчи уçă пĕлĕт айĕнчи этнографи музейне кайса курчĕç. Çакăн пек музей Чăваш Республикинче пĕрре çеç пулнине палăртмалла. Унăн территорийĕ 1,5 гектар çĕр йышăнать, музей темиçе пайран тăрать.
Малтанах ачасем В.Немцевăн картинисен куравĕпе паллашрĕç. Ÿнерçĕ Комсомоль-ски районĕнчи Вутлан ялĕнче çуралнă, Йĕпреç поселокĕнче те пурăннă. Унтан экскурсие килнисем Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене хисеплесе уçнă залра пулчĕç. Унта А.Маресьев паттăр летчик çинчен нумай пĕлчĕç.
Малалла вара чăваш халăхĕн авалхи пурнăçне сăнлакан вырăнсемпе паллашрĕç. Çил арманĕ, сăра лаççи, икĕ хутлă кĕлет, хура мунча — ачасемшĕн кунта чылай япала интереслĕ пулчĕ. 19—20-мĕш ĕмĕрсенчи пÿртсене пăхса çаврăнни, вăл вăхăтра усă курнă савăт-сапапа, ĕç хатĕрĕсемпе, кил таврашĕнчи ытти япаласемпе паллашни чылайлăха асра юлĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн чăваш пÿрчĕ тултан та, шалтан та улшăнса пынă. Çавăн пекех савăт-сапи, ĕç хатĕрĕсем те çĕнелнĕ. Çакна йăлт музей территорийĕнче курма пулать. Ачасемшĕн музейре чылай çĕнни пулчĕ. Уйрăмах вĕсене хура мунча, хура пÿрт, авалхи çунасем тĕлĕнтерчĕç.
Юлашкинчен ачасемпе вĕрентекенсем Йĕпреç поселокĕнчи паркра вырнаçнă вертолет патĕнче пулчĕç, асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.
С.ЛЕОНТЬЕВА, Н.БОРОВКОВА,
Г.ВОЛКОВА.
Источник: "Каçал Ен"