Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ачасем уявра савăннă

05 июня 2013 г.

Районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕ пулăшнипе Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа уяв йĕркеленĕ. Унта Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш вăтам шкулĕсем çумĕнчи «Солнышко» тата «Бригантина» лагерьсене çÿрекенсем хутшăннă.

ЧР ачасен прависен уполномоченнăйĕн районти территори представителĕ В.Н.Гаврилов, район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн заведующийĕ И.А.Никитина, «Солнышко» лагерĕн начальникĕ Н.А.Атласкин, «Бригантина» лагерĕн начальникĕ Л.П.Макарова, районти ача-пăча библиотекин заведующийĕ Г.М.Зайнуллина пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламланă.

Мероприятие йĕркелес ĕçе Е.Шленкина, Л.Носова, В.Тимофеева, З.Ахметзянова, В.Павлов, Б.Григорьев, Г.Зайнуллина, Е.Прокопьева, çавăн пекех социаллă хÿтлĕх пайĕ, районти хĕрарăмсен совечĕ хастаррăн хутшăннă, Н.Антонова çÿлти шайра ертсе пынă. Ачасем тĕрлĕ конкурссенче тупăшса парнесем çĕнсе илнĕ, вă-йăсем вылянă. Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн «Островок» ушкăнĕ пурне те юрă-ташăпа савăнтарнă.

Л.ГАЛКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика