Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тĕрĕс воспитани парассси ача садĕнчен пуçланать

01 июня 2013 г.

Ачасем — пурнăç чечекĕсем, тетпĕр эпир. Вĕсем — пирĕн пуласлăх, çĕнĕ ăру. Çак ăру тивĕçлĕ шайра аталанса ÿстĕр, ăслă та анлă тавра курăмлă пултăр тесен, паллах, пирĕн, çитĕннисен, халех тăрăшмалла. Тĕрĕс воспитани парасси, ыррине усаллинчен уйăрма вĕрентесси ача садĕнченех пуçланать. Çакна кура Комсомольскинчи «Пучах» ача сачĕн заведующийĕпе С.Ю.Токмаковăпа тĕл пулса ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе интереслентĕм.

— Светлана Юлиановна, «Пучах» ача садне паянхи кун миçе ача çÿрет? Вĕсенчен хăш ÿсĕмрисем ытларах?

— Хальхи вăхăтра тĕпренчĕкĕсене ача садне çÿреттерес текенсем йышлă. Çакăн пек кăмăллисенчен аванах пысăк черет йĕркеленет. «Пучаха» пурĕ 142 ача çÿрет, 6 ушкăн пирĕн. «Ромашки» тата «Веселые ребята» ушкăнсене кĕçĕн ÿсĕмри ачасем çÿреççĕ. «Солнышко», «Колокольчики», «Смешарики», «Капельки» ушкăнсене аслăраххисем тата шкула кайма хатĕрленекенсем çÿреççĕ. Сăмах май, нумаях пулмасть эпир савăнăçлă мероприяти йĕркелесе кĕркунне шкула каякан 53 ачапа сыв пуллашрăмăр. Çывăх вăхăтра садик вĕсен вырăнне çавăн чухлĕ ачанах йышăнма хатĕр.

— Коллектив çинчен вара мĕн калама пултаратăр? Ачасемпе ĕçлесси чылайăшĕшĕн йывăр пек туйăнать...

— Пурĕ пирĕн 9 воспитатель, 1 аслă воспитатель, 1 музыка ертÿçи. Пурте вĕсем тĕрлĕ категориллĕ, пуян опытлă специалистсем, воспитательсем хушшинче аслă категорилли те пур. Ачасемпе ĕçлесси яланах малалла аталанмаллине, çĕнĕрен çĕнĕ педагогика мелĕсемпе усă курмаллине пĕлтерет. Çакна кура эпир те яланах шыравра. Ачасен садикри пурнăçне интереслĕ тума, вĕсене тĕрлĕ енлĕн аталантарма çĕнĕ майсем тупсах тăратпăр, тĕрлĕ мероприятисем — конкурссем, концертсем, вăйăсем — йĕркелетпĕр. Пире, паллах, ачасен ашшĕ-амăшĕсем те чылай пулăшаççĕ.

— Ачасене хÿтĕлемелли куна вара мĕнле паллă турăр?

— Çак уява мĕнле ирттермеллине эпир чылай малтан палăртса хунă, мероприятисен планне çи-рĕплетнĕ. Уяв чăннипех те уяв пек пултăр тесе эпир çак кун ачасене кантарас терĕмĕр, хамăрăн сотрудниксен вăйĕпе «Смешинкин Клоунăн тата Врака-Забиякăн мыскарисем» театрализациленĕ представлени хатĕрлерĕмĕр. Ачасем вара тĕрлĕ кон-курссене хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç: асфальт çинче тĕрлĕ тĕслĕ пурăсемпе ÿкерчĕç, чупса, сиксе, канат туртса вăй виçрĕç, вăйăсем вылярĕç. Юлашкинчен пурне те пылак кучченеçпе сăйларăмăр. Ачасем те, çитĕннисем те çак кун кăмăл туличчен савăнчĕç, çакăн пек уяв йĕркелесе ирттернĕшĕн пире тав турĕç. Ку вара пирĕншĕн темрен паха.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика