18 мая 2013 г.
Майăн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Комсомольски районĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Валентина Владимировна малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа тĕл пулчĕ. Кунта информаци секторĕн заведующийĕпе Светлана Долговăпа вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕнче информаципе коммуникаци технологийĕсемпе мĕнле усă курни пирки калаçу пычĕ. Светлана Васильевна çак сферăра тĕл пулакан кăткăслăхсем çинчен те сăмах хускатрĕ.
Валентина Андреева «Каçал ен» Комсомольски район хаçат редакцийĕ» Чăваш Республикин хăй тытăмлă учрежденийĕн ĕç-хĕлĕпе те тĕплĕн паллашрĕ. Министра редакцире тăрăшакансем валли лайăх ĕç условийĕсем туса пани, пурлăхпа техника никĕсĕ çуллен çĕнелсе пыни килĕшрĕ. Вăл коллектива малашне те хаçатăн сăн-сăпачĕ, содержанийĕ пуян тата тиражĕ пысăк пултăр тесе вăй хума ăнăçу сунчĕ.
Источник: "Каçал Ен"