Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Комсомольскинче урăх саккун-ши?

08 мая 2013 г.

Шупашкара, Канаша кайсан çакна асăрхатăн: çуран çынсене çул урлă каçма палăртнă вырăна çитиччен, машинăсем хăвăртлăхне чакараççĕ, унтан ăна чарса, çуран каçакана васкамасăр ирĕккĕн каçма çул параççĕ.

Комсомольскинче çак йĕркене темшĕн пăхăнасшăнах мар. Завод, Канаш урамĕсем хĕресленнĕ çĕрте ытларахăшĕ çак йĕркене пăхăнать-ха. Анчах пăхăнманнисене те час-часах курма тивет. Пысăк хăвăртлăхпа пыраççĕ те, хăшĕсем çул урлă каçакан çын çумĕнчен шăхăртса иртсе каяççĕ.

Физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче те (кунта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ те ĕçлет) çуран çынсене каçарма ятарлă вырăн палăртнă. Анчах йĕркене пăхăнакан çук: машинăсем пысăк хăвăртлăхпа иртсе каяççĕ. Çуран каçас текен çынсен ирĕксĕрех çул пушанасса кĕтсе тăма тивет. Паллăна кура çул урлă каçас тесен, машина айне пуласси куç кĕрет: 80—100 км хăвăртлăхпа пыракан машинăна пит тăрук чарма йывăр паллах.

Автомашина фарисене çутатса çÿремелли йĕркене те пăсакансем нумай.

Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД ĕçченĕсем 2013 çулта Россия Федерацийĕн Административлă кодексĕн 12.18 статйипе килĕшÿллĕн, çуран çÿрекене çул паманшăн 15 водитель çине протоколсем çырнă. Çак тапхăрта административлă майпа вĕсем 70 çуран çÿрекене явап тыттарнă.

М.ПЕТРОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика