Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Кăсăклантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç

20 апреля 2013 г.

Иртнĕ юн кун, апрелĕн 17-мĕшĕнче, пĕтĕм республикăри пекех, пирĕн районта та черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ. Унăн тĕп темисем — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем экологи субботникĕсем йĕркелесси, алкоголизма хирĕç кĕрешсе профилактикăлла мероприятисем ирттересси тата 2020 çулччен Чăваш Республикинче вĕренÿ тытăмĕнче комплекслă мерăсене модернизацилесси çинчен тата ытти те.

Информаци кунне ирттерме тĕп хуламăртан ĕçлĕ ушкăнсем килсе çитрĕç.

Чăваш Республикинчи Госохотслужба начальникĕ Владимир Кузюков ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн «Асаново» ЯХПК ĕçченĕсемпе курнăçнă. Унпа пĕрле халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, район администрацийĕн культура секторĕн заведующийĕ Василий Васильев хуравланă, ĕçлĕ сĕнÿсем панă.

Россия Федерацийĕн Чăваш Республикинчи Пенси фончĕн управляющийĕн çумĕпе Татьяна Дроздовăпа РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕн çумĕ Ирина Белобаева Тукай ял тăрăхĕнче Тăманлăвыçлисемпе халăха кăсăклантаракан ыйтусене сÿтсе явнă.

ЧР Федераллă казначейство управленийĕн ертÿçин çумĕ Сергей Кудряшов, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов тата Минслу Айзатуллова (Комсомольски районĕнчи Федераллă казначейство пайĕ) Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе калаçу йĕркеленĕ.

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕçлес управленийĕн начальникĕн çумĕ Николай Казаков ертсе пыракан ушкăн Элпуç ял тăрăхне çитсе курчĕ. Унпа пĕрле районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ, полици подполковникĕ Сергей Кокорев та пулчĕ.

Каярахпа ушкăн «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕн машинăпа трактор паркне çитсе водительсемпе, трактористсемпе тата ыттисемпе те тĕл пулу йĕркелерĕ. Чи малтанах кооператив председателĕ Ремис Мансуров тĕп хуламăртан килнĕ хăнана хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «Пур техника та техосмотр витĕр тухрĕ — çур акине хатĕр темелле. Вăрлăх 100 проценчĕпех кондицире. Акă, кăçал кăна 60 тонна элита вăрлăх туянтăмăр», — терĕ Ремис Мансурович. Кооперативра паянхи кун пĕр ваканси те çук. Çулталăкри вăтам ĕç укçи 7 пин тенке яхăн. Анчах та çамрăк специалистсенчен çĕр çинче ĕçлеме кăмăллисем сахал пулнине те палăртрĕ ЯХПК ертÿçи.

Ремис Мансурович, хăй педагог пулнă май, вĕренÿ тытăмĕнчи йывăрлăхсене те лайăх ăнланать. Тĕп хуламăртан килнĕ хăнапа пĕрле çав тытăма модернизацилесси тавра та калаçу пулчĕ. Сергей Кокорев районта алкоголизма хирĕç кĕрешсе профилактикăлла мероприятисем ирттерни çинче чарăнса тăчĕ, кĕскен цифрăсемпе паллаштарчĕ.

Чăваш Республикинчи çыхăну, информаци технологийĕсен тата массăллă коммуникацисен надзорĕн федераллă службин управленийĕн ертÿçи Юрий Романов район администрацийĕн представителĕпе Светлана Долговăпа Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ачасемпе, педагогсен коллективĕпе тĕл пулса информкунăн тĕп темисене сÿтсе явнă.

Юлашкинчен тĕп хуламăртан килнĕ хăнасем район администрацийĕн пуçлăхĕн кабинетĕнче район çыннисене тĕрлĕ ыйтупа йышăнчĕç.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика