Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хаçат ĕçченĕсем патĕнче – хăнара

01 декабря 2012 г.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн ачисем вĕренÿ предмечĕсемпе пĕрлех тĕрлĕ кружока çÿреме кăмăллаççĕ. Шкулта кружоксем ĕçлени ачасен тавра курăмне анлăлатма, пĕлĕвне ÿстерсе пыма май парать.

Чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине кăмăллакансем çулсерен «Мерчен» кружока пуçтарăнаççĕ. Кунта ачасем чĕлхе вăрттăнлăхĕсене алла илме, паллă çынсен пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашма, пуплеве аталантарса пĕчĕк хайлавсем калăплама хăнăхса пыраççĕ. Çакăн пек ĕçсем туни вĕренекенсене конкурссене, фестивальсене, олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене тухма çул уçса парать. Пултаруллă ачасене хушма пĕлÿ пани питех те вырăнлă. М.Минина, А.Шингалова, М.Сапожникова, Л.Чаркина, Д.Мурзаева районта çеç мар, республикăра та малтисен шутĕнче.

Мерченçĕсем çак кунсенче районти «Каçал ен» хаçат ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Тĕп редактор Л.Г.Шуряшкина хаçат кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, ăна епле калăпланине кăтартса пачĕ. Ачасем хаçатăн пурĕ миçе номер тухнипе кăсăкланчĕç. 10 пинмĕш номер тухма пултарнине пĕлсен хăйсем тĕлĕннине пытармарĕç, малалла татах та ăнăçлă ĕçлеме вăй-хăват сунчĕç. Кунта «Каçал ен» хаçатпа пĕрлех тутарсен «Вакыт» хаçатне те кун çути парнелеççĕ. Хаçат ертÿçи М.Г.Гафурова ачасене çак хаçатăн утăмĕсемпе ÿсĕмĕсем çинчен каласа пачĕ, сăвăсемпе хайлавсем çырсан пичетлеме пултарнине пĕлтерчĕ.

«Калав-сăвă çырас кăмăл çуралчĕ»,— савăннине пытараймарĕ 5-мĕш класс вĕренекенĕ Архип Краснов. «Пирĕн асаттепе асанне те кăмăллаççĕ район хаçатне, тĕрлĕ хыпар вуласа сÿтсе яваççĕ»,— терĕ Айгюль Минетуллина.

Хаçат пичетлесе кăларасси питĕ кăткăс та яваплă иккенне ачасем хăйсем те пĕлеççĕ. Шкулта тухса тăракан «Пысăк тăхтав» хаçата статьясемпе сăвăсем, шÿтсемпе кроссвордсем хатĕрлеме те мĕн чухлĕ вăхăт ирттермелле, вăй хумалла! Хаçатçăсене пулăшма, малашне тачă çыхăну тытма шантарса уйрăлчĕç ачасем хăйсен тивĕçне чунтан парăннă «Каçал ен» ĕçченĕсенчен.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика