Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Истори пĕлтерĕшлĕ çурт

01 декабря 2012 г.

Ман шутпа, Комсомольски ял поселенийĕн администраци çуртне чăн-чăн истори палăкĕ теме пулать. Çак çурт çĕр çул ытла ку вырăнта ларать. Мĕн кăна курман-ши унăн стенисем çак хушăра?

Çурта II Николай патша вăхăтĕнче сухăр юхтарман пĕренесенчен хăпартнă. Пирваях кунта Каçал вулăсĕ вырнаçнă. Çурт тăвассине ертсе пыраканĕ Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Семен Михайлович Зайцев пулнă. Ун чухне вăл Каçал вулăсĕн суд председателĕнче ĕçленĕ. Вăл çак çурт умĕнче ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕк паянхи кун та Зайцевсен çемье архивĕнче упранать. Мана пĕр япала питĕ тĕлĕнтерчĕ: çĕр çул каяллахи сăн ÿкерчĕк çинчи чÿрече хашаккисем паянхи кун та çаплах лараççĕ. Вăхăт пĕтереймен вĕсене. Районти ватă çынсем каласа панă тăрăх, çуртăн тăррипе урай хăмисене çеç çĕнетнĕ.

1917 çулхи революци хыççăн çуртăн историйĕнче тепĕр страница уçăлнă. Кунта çĕнĕ влаç çирĕпленнĕ, Каçал ял Совечĕ вырнаçнă. Комсомольски ялĕн ĕçĕсем йăлтах çак çуртра йĕркеленсе пынă. Унтан çурта шалти ĕçсен пайĕн районти уйрăмĕ йышăннă. Каярах кунта газ служби вырнаçнă. Паянхи кун вара çак çуртра Комсомольски ял поселенийĕн администрацийĕ пулнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ.

Комсомольски районĕ, ялĕ çулсерен илемленсе пыраççĕ. Пурăнмалли çуртсем, суту-илÿ центрĕсем хăпараççĕ, нумаях пулмасть çĕнĕ автовокзал хута кайрĕ. Паллах, çак пулăмсем район çыннисене савăнтараççĕ. Çапах та çĕнĕлĕх хушшинче хамăр халăхăн историне те манас марччĕ. Вăл питĕ пуян, ăна упрама тăрăшасчĕ. Çакă пирĕн, паянхи ăрăвăн тивĕçĕ пулса тăрать. Патша вăхăтĕнчен паянхи кунччен сыхланса юлнă районти пĕртен-пĕр çурта хаклă историпе культура палăкĕ шутне кĕртсе унăн ĕмĕрне тата та тăсма тăрăшсан, ман шутпа, питĕ тĕрĕс пулмалла. Ăна реконструкцилесе ĕлĕкхи сăн-сăпатне тавăрсан тата аванрах пулĕччĕ.

Паянхи кун телевизор, хаçат-журнал урлă çĕр-шыври хыпарсене пĕлсех тăма пулать. Акă, пĕр вырăнта дворян çуртне реставраци туни çинчен, тепĕр çĕрте укçа-тенкĕ çитменнине пула историпе культура пуянлăхĕ ĕмĕрлĕхех çухалма пултарни çинчен пĕлетпĕр. Çакăн пек хыпарсене илтсен тарăн шухăша путатăп. Тăван тавралăхра, пирĕн районта та истори тĕлĕшĕнчен палăрса тăракан вырăнсем пурах пуль. Вĕсем çине тивĕçлипе тимлĕх уйăратпăр-и эпир?

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика