Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу кĕтетпĕр

01 декабря 2012 г.

«Кăçал Центральная урама асфальт çул сарса пани савăнтарчĕ. Чăнах та, малашне пылчăк çăрса хăшкăлмăпăр терĕмĕр, анчах та савăнăç нумая пымарĕ. Строительство ĕçĕсене пурнăçланă чухне Пушкин тата Энгельс урамĕсем еннелле шыв юхмалли пăрăхсем хурса хăварчĕç. Ĕçе пурнăçлакансем çакă мĕн патне илсе çитерме пултарни пирки шутламарĕç те пулĕ. Халĕ кĕркунне (çыру килнĕ чухне) çеç пулин те, çуркунне мĕн пуласси пирки пăшăрханатпăр. Мĕншĕн тесен çул айккинчи шыв ниçта та каяймасть, вăл тулса çитсен Энгельс урамне юхса кĕрет. Ун чухне пирĕн мĕн тумалла, мĕншĕн-ха çул сарнă чухне пур кăлтăка та шута илмен, урам шыв айне пуласса кĕтмелле-ши пирĕн? Пуçлăхсенчен пулăшу, хурав кĕтетпĕр.

А.СЕРГЕЕВА.

Нумай пулмасть çакăн пек çыру редакцие килчĕ. Камăн-ха асфальт çул сарнă хыççăн та пылчăк çăрас килтĕр? Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулăшмарĕ тесе çырнине пăхмасăрах, эпир çырупа ун патне çул тытрăмăр. П.В. Силивестров çакăн пек хурав пачĕ: «Кăçал Центральная урамри асфальт çула сметăпа проект документацийĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Çавăн пекех çак урамран пуçласа Энгельс тата Пушкин урамĕсем еннелле вак чул сарма тытăннă. Пăшăрханма кирлĕ мар, ĕçе çитес çул вĕçлеме палăртнă. Çавăн пекех шыв каякан пăрăхсене те çитес çул хурса хăварма плана кĕртнĕ».

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика