Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Выставка уçăлчĕ

14 ноября 2012 г.

Районти «Çĕр тата çынсем» музейре иртекен ăмăртуллă куравсем малалла пыраççĕ. Ноябрĕн 7-мĕшĕнчен Комсомольски ял тăрăхĕнчи ăстасен куравĕ ĕçлеме пуçларĕ. Пурĕ курава 15 ăста хутшăннă. Вĕсем хушшинче ватти те, çамрăксем те пур. Ваттисен ăсталăхĕ çамрăксене куçса пыни куç кĕретех. Ĕлĕк Ольга Ильинична Тихонова стена çине çакмалли тĕрĕсем тĕрленĕ пулсассăн, халĕ çамрăксем тĕрĕсене вĕтĕ шăрçапа илемлетсе тĕрлеççĕ. Акă Алена Николаевна Паркова тĕрĕсене рама ăшне вырнаçтарать, унсăр пуçне вĕтĕ шăрçапа тĕрлет. Юля Федорова тĕрленĕ картинăсем те илемлĕ. Люда Карсакова, Николай Петров, Алена Паркова, Олеся Тихонова, 4-мĕш класра вĕренекен Лиза Паркова, Оля Чернова çамрăксем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштараççĕ. Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Айгюнь Раджай куçĕсем курмаççĕ пулин те вĕтĕ шăрçаран илемлĕ япаласем хатĕрлет. Дубовка ялĕнчи библиотека çумĕнче ĕçлекен кружок членĕсем те курава хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Унта тата ытти ăстасем те хутшăннă. Курав ноябрĕн 25-мĕшĕччен ĕçлет. Кăмăл тăвакансене районти музее чĕнетпĕр. Ăмăртуллă курава малалла Александровка, унтан Тукай ял поселенийĕсем тăсĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика