Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Сывлăх – чи хаклă пуянлăх

27 октября 2012 г.

Вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа нумай вăхăт иртмен пулин те Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсемшĕн юпа уйăхĕ тĕрлĕ енлĕ ĕçсемпе пуян пулчĕ.

Йăлана кĕнĕ май кашни уйăхрах шкул ачисем хăйсен пултарулăхне, пĕлĕвне тĕрĕслесе тĕрлĕ предметсен икĕ эрне-лĕхĕсенче кăтартма пултараççĕ. Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшĕччен асăннă шкулта биологи, географи, хими предмечĕсен икĕ эрнелĕхĕ иртрĕ. Çак тапхăрта вĕренекенсем тĕрлĕ «çул çÿревсенче» нумайлăха асра юлмалли, тĕлĕнмелли самантсенче пулчĕç.

Юпа уйăхĕнче «Сывă пурнăç йĕркишĕн» акци иртет. Унпа килĕшÿллĕн 8-мĕшпе 9-мĕш классенче вĕрентекенсем С.В.Краснова, А.В.Мухина сывлăха упрас енĕпе «Сывлăх çинчен калаçар-и?», «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» вăйăсем ирттерчĕç. Çак мероприятисене ачасем хастар хутшăнчĕç. Вĕренекенсене тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, исценировкăсем кăтартрĕç. Çĕр-шывра пирус туртакан, эрех-сăра ĕçекен, наркомансен йышĕ чакманнине кура шкул ачисем çак ыйтăва тарăннăн сÿтсе яврĕç, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма шутларĕç.

Кĕçĕнрех классенче вĕренекенсем стена хаçачĕсем кăларчĕç. Аслă классенчи ачасем çĕнĕ технологипе усă курса буклетсем, презентацисем, кроссвордсем ăсталарĕç.

Çĕнтерÿçĕсем тата хастаррисем Хисеп хучĕсем илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Сывлăха мĕн пĕчĕкрен упрамаллине, сывă пурнăç йĕркине тытса пымаллине ачасем яланлăхах асра хăварчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика