Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çĕнĕ автовокзал хута кайрĕ

27 октября 2012 г.

Октябрĕн 25-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура район центрĕнче Бизнес-центр — автотур çурчĕ уçăлчĕ. Аса илтеретпĕр: кивĕ автостанцие çĕннипе улăштарас ĕçе кăçалхи апрель уйăхĕн вĕçĕнче пикеннĕччĕ. Халĕ вара 1400 тăваткал метр йышăнакан, харăсах 50 пассажира йышăнма пултаракан автовокзал хатĕр те ĕнтĕ.

Савăнăçлă мероприятие тĕп хуламăртан хаклă хăнасем — «Автовас» АУОн генеральнăй директорĕ Владимир Палеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Валерий Павлов — килсе çитрĕç.

Чи малтанах район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Евгений Карпеев пуçтарăннисене саламларĕ, объекта тунă çĕрте тăрăшнă строительсене тав турĕ, «Автовас» АУОн генеральнăй директорне Тав хучĕ парса чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев та çак саламлă сăмахсем çумне хутшăнчĕ. «Çĕнĕ вокзал район халăхĕшĕн питĕ пысăк парне. Кунта билет сутакан касса çеç мар, кĕтмелли зал, бизнес-центр пур, туалет ĕçлет. Кĕске вăхăтрах çакăн пек чаплă çурта хăпартнăшăн строительсене тав сăмахĕ калас килет»,— терĕ вăл.

Малалла пуçтарăннисем çак объекта хăпартас ĕçре тăрăшнисене Тав хучĕсем парса чысларĕç, вĕсен ячĕпе чылай ăшă сăмах каларĕç. Петр Красновпа Валерий Павлов пирĕн район çыннисемшĕн савăннине пытармарĕç, автовокзала нумай çул ăнăçлă ĕçлеме, район хăнисемшĕн, кунта пурăнакансемшĕн усăллă пулма сунчĕç.

Владимир Палеев автостанцин директорне Анна Красновăна çĕнĕ çуртăн уççине савăнăçлă лару-тăрура панă хыççăн автостанцин алăкĕсем уçăлчĕç. Хаваслă мероприяти малалла вокзалта тăсăлчĕ. Касса патĕнче тÿрех черет йĕркеленчĕ, чи пĕрремĕш рейс нумай кĕттермесĕр çула тухрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика