Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç

24 октября 2012 г.

Темиçе çул каялла спорта тата физкультурăна юратакансем сахал пулнин тĕп сăлтавне спорт комплексĕ çуккипе çыхăнтаратчĕç. Халĕ вара вăл пур. Анчах паянхи кун та ФСКан стадионĕнче сывă пурнăçа тытса пыракан çынсене нумай курмастпăр. Сăлтавĕ мĕнре-ши? Е çак енĕпе пропаганда сахал? Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче тăрăшакансем шăпах çакна пĕлес тĕллевпе ирттерчĕç те ĕнтĕ мероприятие.

Иртнĕ эрнере спорт ветеранĕсемпе Вениамин Белковпа тата Василий Пундяковпа — районта спортпа физкультурăна аталантарас енĕпе пысăк ĕç тăвакансемпе — 9-мĕш «а» класра пĕлÿ пухакансем тĕл пулчĕç.

Чи малтанах пухăннисем умĕнче çак шкулта тăван ен культурине вĕрентекен Владимир Гордеев сăмах каларĕ. «Районта çуралса ÿснĕ паллă çынсене пĕлмелле, вĕсемпе мухтанмалла», — терĕ Владимир Геннадьевич.

Ун хыççăн сăмах темиçе теçетке каялла район чысне спортра çĕр-шывра, республика шайĕнче хÿтĕленĕ Вениамин Васильевич сăмах илчĕ, хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ.

— Нумай хулара, тĕрлĕ çĕр-шывра иртекен ăмăртусене хутшăнтăм. Спорт вăл — манăн пурнăç. Паянхи кун та эпĕ унпа туслă пулни мана пулăшать. Çавăнпа та спорта, физкультурăна юратăр,— сунчĕ ветеран ачасене.

В.Белковăн,1960—1970-мĕш çулсенче 800,1500 метрсене чупассипе икĕ хутчен Совет Союзĕн чемпионĕ пулнăскерĕн, паллах, каласа памалли те нумай. Çавăн пекех вĕренекенсем спорт ветеранĕн пурнăçĕпе мультимедийлă презентаци тăрăх та паллашрĕç. Ăна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Николай Атласкин йĕркелесе кăтартса пычĕ.

Вениамин Васильевич Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче ĕçлесе темиçе тĕнче спорт мастерне те хатĕрленĕ. «Халиччен тунă ÿсĕмсене çирĕплетсе хăвармалла, çĕнĕрен те çĕнĕ пултаруллă спортсменсем хатĕрлемелле»,— çапла тĕллев лартнă вăл хăй умне. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна Россия Федерацийĕн физкультурăпа спорт Федераллă Агентстви Хисеп грамоти парса наградăланă (2005 çул).

Малалла Василий Пундяков сăмах илчĕ. «Чемпион пулас тесен мĕн тумалла? Пĕрремĕшĕ — хăвна алла илмелле. Иккĕмĕшĕ — хăвăнпа нумай ĕçлемелле. Паянхи кун пысăк тĕллевсене пурнăçлама пурте пур, ан ÿркен кăна»,— терĕ Василий Иванович. Сăмах май, вăл 1966 çулта республикăра йывăр атлетикăпа район чысне хÿтĕленĕ, штанга йăтассипе малти вырăна йышăннă.

Калаçăва Петр Родионов та хутшăнчĕ. Вăл çÿлти лигăри командăсенче шутланса тăракан хăш-пĕр ентеш спортсменсем çинчен каласа пачĕ. Шкула килнĕ хăнасем ачасен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç.

Юлашки çулсенче районта физкультурăпа спорта аталантарас, унта çынсене анлă явăçтарас, пултаруллă спортсменсене хатĕрлес енĕпе чылай ĕç тунă, тăваççĕ те. Ман шутпа, Вениамин Белков, Василий Пундяков тата ытти ветерансем тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене хутшăнса тĕслĕх кăтартни обществăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пурте пĕлетпĕр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика