Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Б.Моторин —Комсомольски районĕнче

24 октября 2012 г.

Сентябрĕн 23-мĕшĕнче Комсомольски районне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Борисович Моторин килчĕ. Ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа, район пуçлăхĕпе — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕпе Евгений Карпеевпа, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе Петр Красновпа тата Кияметдин Мифтахутдиновпа пĕрле чи малтанах Атласкинăн фермер хуçалăхĕпе паллашрĕ. Ку хуçалăхра 226 ĕне вырнаçмалăх вите тăвасси вĕçленсе пырать. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама Григорий Атласкин фермер конкурса хутшăнса 9 миллион ытла тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Кунта ĕнесене сумалли блока туса пĕтернĕ, объекта кĕçех хута яма палăртаççĕ. Тăкаксене тавăрас тесен пысăк продуктивлă выльăх-чĕрлĕх тытни çеç усăллине ăнланать фермер, çавăнпа та хальхи вăхăтра ăратлă ĕнесем шырать. Ферма патне асфальт çул çукки те пăшăрхантарать Григорий Васильевича, çакă выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсемшĕн те, сĕт туянакансемшĕн те кансĕр-çке.

Район ертÿçисемпе депутатсем Министрсен Кабинечĕн Председателĕ умĕнче тепĕр çивĕч ыйтăва та çĕклерĕç. «Çĕрпÿ — Ульяновск» — Хирти Выçли — Хирти Мăрат автоçул вырăнти çулсен шутне кĕрет, тăршшĕ — 10,84 километр. Ăна 1980—1995 çулсенчех тапхăр-тапхăрăн тунă. Унтанпа тĕпрен юсаман, çулсене тытса тăма уйăракан укçаран ямсене çеç саплакаланă. Çулăн сарлакăшĕ те паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтермест, çавăнпа маршрутлă тата шкул автобусĕсене ун тăрăх çÿреме ирĕк памаççĕ. Хирти Явăшран Хирти Мăратпа Хирти Выçлине каякан çулăн 4,49 километрне реконструкцилемелле, 6,05 километрне — тĕпрен юсамалла. Асăннă автоçул Элпуç ял поселенине кĕрекен ялсемшĕн экономика тата социаллă енчен питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Тепловодстрой» ООО çак вăхăт тĕлне «Çĕрпÿ —Ульяновск» — Хирти Выçли — Хирти Мăрат автоçулăн 4,49 километрне реконструкцилемелли проекта туса хатĕрленĕ ĕнтĕ. Проектпа пăхнă суммăна республика е ытти шайри бюджетран уйăрсан çак тăрăхра пурăнакансен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрĕччĕ.

Ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче Иван Борисович çавăн пекех Тукай Мишер вăтам шкулне пристрой тунă çĕре те çитсе курчĕ. Строительство ĕçĕсене Шупашкарти «Арка» ООО пурнăçлать. Кунта шкул территорине тирпей-илем кĕртекенсем тăрăшсах ĕçлеççĕ. Икĕ хутлă пристройра 60 вырăнлă ача сачĕ, шкулăн спорт залĕ, столовăй вырнаçмалла.

Юлашкинчен И.Б.Моторин райцентрти çĕнĕ Бизнес-центр — автотур çурчĕпе паллашрĕ. Рабочисем юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ, унчченхилле каласан, автостанцин çурчĕ октябрĕн 25-мĕшĕнче хута каймалла. Вăл сехетре 50 пассажир йышăнма пултарать. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 1400 тăваткал метр. Çак объектăн заказчикĕ тата подрядчикĕ — «Автовас» АУО (генеральнăй директорĕ — В.К.Палеев).

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Б.Моторин малалла Елчĕк районне çул тытрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика