Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ватлăха пăхмасăр

13 октября 2012 г.

Ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, пенсионерсем октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче хăйсен уявне — Ваттисен кунне — пысăк хавхаланупа паллă турĕç. Акă, «Промкерамика» ОООра та ваттисене халалланă мероприяти çÿллĕ шайра иртрĕ.

Пухăннă ветерансем уяв сĕтелĕ хушшине лариччен малтан отчетпа суйлав пухăвĕ ирттерчĕç. Ватăсем пуçламăш организацири ветерансен канашĕ лайăх ĕçленине палăртрĕç. Пуçламăш организацин çĕнĕ канашне ертсе пыма татах Таисия Гавриловна Красновăна суйларĕç. Пултаруллă кинемей, çак кунсенче 87 çул тултараканскер, ветерансен канашне 25 çул ертсе пырать.

Таисия Гавриловна яланах обществăлла ĕçе активлă хутшăннă, шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. 1969 çулта ăна районăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Тав хучĕсем те, Хисеп грамотисем те темĕн чухлех унăн.

Т.Красновăна ватлăха пă-хмасăр обществăлла ĕçе активлă хутшăннăшăн малашне те хастарлăха чакармасăр ĕçлеме вăй-хал, çирĕп сывлăх сунар.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика