Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пыл уявне ирттерчĕç

18 августа 2012 г.

Çынсем ĕлĕк-авалах пыл сывлăха çирĕплетме, пурнăçа тăсма пулăшнине аван пĕлнĕ. Ăна темиçе ĕмĕр каяллах туса илнĕ.

Пылра витаминсем, микроэлементсем тата организма кирлĕ ытти япаласем пур.

Тĕнчере 60 ытла тĕрлĕ пыл пулать. Çавăнпа та хăш чиртен мĕнле пылпа сипленме пулнине те пĕлмелле. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, чи лайăххи — хура тул пылĕ.

Августăн 14-мĕшĕнче, Пыл сăпасĕнче, районти культурăпа кану центрĕнче ăна халалласа ирттерчĕç те ĕнтĕ анлă мероприяти.

Уяв программине район администрацийĕн тĕп специалисчĕ Ольга Владимирова тата культурăпа кану центрĕн ĕçченĕ Ольга Карсакова йĕркелесе ертсе пычĕç.

Чи малтанах мероприятие хутшăнакансем выставкăна илсе килнĕ пылпа сăйланчĕç. Шел пулин те, уява хутшăннă хурт-хăмăр ĕрчетекенсен кашнин пылне тутанса пăхма май килмерĕ, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен продукцийĕсене выставкăна тăратман.

Мероприятие йĕркелекенсем викторинăсем, сценкăсем, вăйăсем ирттерчĕç. Уявра районти тĕп библиотекăра тăрăшакан Раиса Алексеевна Сереброва «Пчелы, мед и пасека» кĕнекесен выставкипе паллаштарчĕ.

Выставкăна хутшăнса чылай çĕннине пĕлтĕм. Пыла тĕттĕм, 20 градусран ăшă мар çĕрте упрамалла. Ăна сивĕтмĕшре тытма юрамасть иккен. Çавăн пекех пыла вĕри чейпе (шывпа) хутăштарса ĕçмелле мар.

Йÿç Шăхалĕнче хурт-хăмăр тытакан нумай. 83-е кайнă Семен Яковлевич Краснов, сăмахран, ăна 1974 çултанпа ĕрчетет. «Мĕнрен пуçланă çакăнпа кăсăкланма;» — ыйтмасăр чăтаймарăм эпĕ унран. «Шурут вăтам шкулĕнче библиотекăра ĕçленĕ чухне пыл çынна мĕнле усă пани çинчен нумай кĕнеке вуларăм. Çавăн чухне пуçларăм та ĕнтĕ эпĕ хурт-хăмăр ĕрчетме»,— пĕлтерчĕ шур сухаллă ватă.

Çак ялта çуралса ÿснĕ Петр Ефимович Козлов, Анатолий Александровичпа Евгений Емельянович Зотовсем те 30 çул ытла вĕлле хурчĕ тытаççĕ. Районти çынсем Валерий Иванович Кириллов (Тăманлă Выçли), Любовь Васильевна Шуряшкина (Çĕнĕ Мăрат), Василий Никифорович Чертынов (Комсомольски) хурт-хăмăрçăсене лайăх пĕлеççĕ.

Уява килнисем Мария Григорьевна Пильщикова пылне кăмăлпах туянчĕç. Выставкăна хутшăнакансем Сергей Николаевич Журавлев (Хирти Мăнтăр) илсе килнĕ пыла мухтарĕç, чи пахи пулнине палăртрĕç.

Районти культурăпа кану центрĕн агитбригада ушкăнĕ пухăннисене «Купăс сасси», «Улма йывăççи», «Сирĕн пата килтĕмĕр» юрăсемпе савăк кăмăл парнелерĕ.

Пĕр япала пăшăрхантарать: çавăн пек паха, сиплĕ пыла туса илекенсем — пурте аслăрах çулсенче. Çамрăксене те çак ĕçе явăçтарсан аван пулĕччĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика