Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Яланах малтисен ретĕнче

12 мая 2012 г.

Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 67 çул çитнĕ ятпа хамăн пысăках мар статьяра Кĕçĕн Каçал çыннисем çинчен çырса кăтартасшăн. Пирĕн ялтан вăрçа тухса кайнисенчен çурри ытла çапăçусенче пуçĕсене хунă. 35 çын çеç таврăнма пултарнă, вĕсем те аманнăскерсем пулнă. Хальхи вăхăтра вăрçă ветеранĕсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, суранланса таврăннăскерсем 60—70 çула çитмесĕрех пурнăçран уйрăлса кайрĕç. Çапах вăрçă вăхăтĕнче тылра тăрăшнисем пур-ха. Ялти чи ватă çынсем — 1922 çулта çуралнă Клавдия Кадкинапа Валентина Ижеева. Татьяна Гоголева, Ольга Краснова, Матрена Шалина, Нина Ширшова та вĕсенчен нумаях кĕçĕн мар. Паян вара вулакансене 1928 çулта кун çути курнă тăватă тантăшпа паллаштарас килет.

Павел Марин, Павел Чипчигин, Василий Кокорев, Александр Столяров вăрçă пуçланнă чухне 12—13 çулхи ачасем пулнă. 1945 çулта фашистсене çапса аркатман пулсан, вĕсем çав çулхине вăрçа каймалли çамрăксем пулнă (ун чухне 17 тултарсанах илсе кайнă). Маттур каччăсем 1948 çулта салтак атти тăхăннă. Икĕ Павăл — Маринпа Чипчигин — пĕрле кайса Инçет Хĕвел тухăçĕнче тинĕс флотĕнче службăра тăнă. Иккĕшĕ те пĕр чаçе лекнĕ, Амур шывĕ çинче караппа ишнĕ. Çăмăл пулман чăваш ачисене карап çинчи пурнăçа хăнăхма. 5 çултан вĕсем хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа килĕсене таврăннă. Вăл вăхăтра колхозсенче ĕçлеме вăйлă, тĕреклĕ ар çынсем пулманпа пĕрех. Икĕ Павăла салтакран таврăнсанах фермăна ертсе пыма шанаççĕ. Вĕсем тăрăшнипе фермăри ĕçсем майĕпен аванланса пыраççĕ. Яланах малтисем пулма талпăннă ĕнерхи салтаксем кунта та ячĕсене ямаççĕ, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Районăн Хĕрлĕ ялавне çĕнсе илме пултарни те çамрăксен тăрăшулăхне, ĕçченлĕхне çирĕплетет.

Василий Кокоревпа Александр Столяров вара тип çĕр çинчи çар чаçĕсенче службăра пулнă. Таврăнсан колхоза малалла аталантарас тесе пĕтĕм вăйĕсене парса ĕçлеме пуçланă. Василий Петрович трактористсен курсне пĕтернĕ те тракторпа çÿреме пикеннĕ. Нумай çул ĕçлесе ăçта кăна çитмен-ши вăл? Çуркунне сеялкăсем кăкарса акана тухнă, кĕркунне тыр-пул, пахчаç çимĕç пуçтарса кĕртнĕ çĕрте тăрăшнă, руль умĕнче мĕн чухлĕ ларнине шутласа кăларма та çук.

Александр Никонорович ĕмĕрĕпе фермăра тăрăшнă. Утă, улăм, сенаж турттарнă, выльăхсене тăрантарнă. Фермăна, колхоза çирĕплетес тесе нумай вăй хунă.

Паянхи çамрăксене çак тыл ветеранĕсенчен тĕслĕх илме сĕнес килет. Вĕсем темле йывăр вăхăтра та колхоза, яла аталантарас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Халĕ вара тар тăкса çĕкленĕ «Красный маяк» колхозăн ячĕ те юлмарĕ. Колхоз пулмасан яла упраса хăварма йывăр пулмĕ-ши? Çакă пире, ватăсене, питĕ шухăшлаттарать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика