Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Е.Свинина: «Çĕнтерÿ çăмăл килмерĕ»

28 апреля 2012 г.

Паян класа журнал йăтса савăнăçлă кулăпа васкакан, ачасене çирĕп те тарăн пĕлÿ, воспитани парас тесе тăрăшакан учитель сахал мар. Ĕçне чунтан парăннă, пысăк опыт пухнă, ăсталăхпа, анлă тавра курăмпа хисепе тивĕçнĕ çавăн пек класс ертÿçисене тупса палăртас тĕллевпе республикăра «Самый классный классный» конкурс иртнĕ. Пирĕн район чысне унта Елена Сергеевна Свинина хÿтĕленĕ.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Свининана пĕлекенсем пурте вăл хастар та пултаруллă, ăста пулнине палăртаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл нумаях пулмасть аслă классен ертÿçисем хушшинче республикăра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

«Конкурсра пурĕ 22 учитель пултарулăхне кăтартрĕ. Чи малтанах жюри членĕсене хамăрпа паллаштартăмăр. 10 минутра кашни кунхи ĕç-хĕле ăнлантартăм. Çав кунах тепĕр конкурс валли класс тулашĕнче ирттермелли тема жеребьевка мелĕпе суйлама лекрĕ. Иккĕмĕш кунĕнче Шупашкар хулин 61-мĕш номерлĕ шкулĕн 11-мĕш класс ачисемпе «Учимся прощать — практикуя прощение» темăпа урок ирттертĕм. Çĕнтерÿ çăмăл килмерĕ»,— тет Елена Сергеевна.

Жюри членĕсене педагогăн «Путь к мечте» темăллă урокĕ уйрăмах килĕшнĕ. Виççĕмĕш кунĕнче вара «Педагогический лабиринт» конкурс иртнĕ. Елена Сергеевна çакăнта та чи лайăххисен шутĕнче пулнă.

...Е.Свинина вĕренÿ тытăмĕнче 20 çул ытла тăрăшать. Унăн урокĕсем яланах интереслĕ иртеççĕ, нумайлăха асра юлаççĕ, ачасене шухăшлама, хăйсен таланчĕсене аталантарма пулăшаççĕ. Урокăн пĕр минучĕ те сая каймасть. Елена Сергеевна яланах шыравра. Кашни урока мĕн те пулин çĕнни кĕртме тăрăшать. Урок интереслĕрех пултăр тесе тĕрлĕрен презентацисем хатĕрлет.

Творчествăлла ĕçлекен педагога коллективра та хисеплеççĕ. Кирек мĕнле пуçарура та унăн сĕнĕвĕсем яланах вырăнлă.

Пултаруллă учитель тăрăшнипе вĕренекенĕсем пĕрре кăна мар районта, республикăра малти вырăнсене тухнă.

Тăрăшуллă вĕрентекене ачасем юратаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кашнинпе пĕр чĕлхе тупнă. Ырă канаш, тĕрĕс сĕнÿ пама яланах хатĕр. Çавăнпа та выпускниксем шкула килсен Елена Сергеевнăна курмасăр нихăçан та тухса каймаççĕ: калаçмалли, пĕлтермелли, сÿтсе явмалли питĕ нумай пухăннă-çке.

Паянхи кун Е.Свинина — 11-мĕш «б» класс ертÿçи. Вăл вĕсемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн панă Хисеп хучĕсем, дипломсем те сахал мар унăн.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика