Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вунă кунлăх иртнĕ

18 апреля 2012 г.

Нумаях пулмасть Комсомольски 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулĕнче физика тата географи предмечĕсемпе вунă кунлăх иртнĕ. Тĕрлĕ мероприяти пулнă çак тапхăрта. 9-мĕш класра пĕлÿ пухакан Таня Козловăпа Дима Галкин «Хĕвел тытăмĕ» («Солнечная система») темăпа ачасем умĕнче презентаци кăтартнă.

Ылмашса тăракан стендпа та паллашрĕç вĕренекенсем вунă кунлăх вăхăтĕнче. Çавăн пекех физикăпа тата географипе кăсăкланакансем «Тĕнчери чи вăрăм кĕперсем», «Тĕнчери чи çÿллĕ çуртсем», «Тĕрлĕ халăх çурт-йĕрĕ» тата ытти темăсемпе хатĕрленĕ презентацисемпе паллашнă. Ачасем рефератсем, докладсем хатĕрленĕ, стена хаçачĕсен конкурсне йĕркеленĕ.

Классенче тĕрлĕ конкурссемпе викторинăсем иртнĕ. Тĕслĕхрен, улттăмĕшсемпе çиччĕмĕшсем географипе «Çил ăçтан вĕрет;», «Тĕлĕнтермĕш физика опычĕсем» конкурссем ирттернĕ.

8—9-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем те интереслĕ пре-зентацисем кăтартнă. Вуннă-мĕшсемпе вун пĕрмĕшсем конкурссене çÿлти шайра ирттернĕ.

Юлашкинчен Саша Семенова (10-мĕш класс) хăйĕн вунă кунлăхра иртнĕ мероприятисен презентацийĕпе паллаштарнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика