Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Романовсем район чысне хÿтĕлĕç

22 февраля 2012 г.

Пирĕн районта спортпа тата физкультурăпа туслă çемьесем чылай. Вĕсем тăтăшах тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ, çул çитмен ачисене те унта явăçтараççĕ.

Иртнĕ вырсарни кун «Кĕтне» ФСКра иртнĕ «Атте, анне, эпĕ — спорт çемйи» конкурс чи пултаруллă çемьесене палăртма пулăшрĕ. Спорт залĕнче ултă çемье вăй виçрĕ — Гордеевсемпе Романовсем (Комсомольски 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам шкулĕсем), Александровсем (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ), Калашниковсем (Асанкасси), Давыдовсем (Хирти Явăш), Алексеевсем (Аслă Çĕрпÿел).

Чи малтанах Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн «Островок» ушкăнĕсем (аслă, вăтам тата кĕçĕн) ташăсемпе савăнтарчĕç. Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков сăмах каларĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ. Мероприятие «Кĕтне» ФСК ĕçченĕсем Е.Степановăпа В.Калашников йĕркелесе ертсе пычĕç.

Çемьесем 9 конкурсра вăй виçрĕç. Вĕсене З.Каринкина, Г.Гадельянова, Л.Пушкина жюри членĕсем хак пачĕç.

Конкурса хутшăннă çемьесенчен чи пултаруллисем Надеждăпа Павел Романовсем, ывăлĕпе Ростиславпа пулчĕç. Вĕсем 29 балл пуçтарса пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕш вырăна Людмилăпа Владимир тата Станислав Гордеевсем йышăнчĕç. Виççĕмĕш вырăна икĕ çемье пайларĕ. Динăпа Александр Александровсем ывăлĕпе Станиславпа, Ларисăпа Вячеслав Алексеевсем ывăлĕпе Андрейпе.

Çитес кунсенче Романовсем район чысне республикăра хÿтĕлĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика