Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пенсионерсем йĕлтĕрпе ăмăртрĕç

21 января 2012 г.

Чылай пенсионер хĕлле йĕлтĕр çине тăрать, çуллахи кунсенче çуран нумай çÿрет, чупать, вăй çитнĕ таран ĕçлет. Акă тăхăр вунă çула çитсе пыракан, Комсомольски ялĕнче пурăнакан Р.П.Моисеев яланах йĕлтĕрпе ярăнать, çавăнпа та пулĕ хăйне сывлăхлă туять. Çавăн пекех О.Н.Матросов, В.С.Краснов, Н.В.Краснов, А.П. Самаркин, Киров поселокĕнче пурăнакан Ф.Л.Ефимов, Александровкăри Ю.И.Зубарев тата ытти пенсионерсем хĕллехи лайăх кунсенче йĕлтĕрпе ярăнса сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ.

Йĕлтĕрпе ярăнма вăрманта пĕччен кичемрех. Çавăнпа та районта сывă пурнăç йĕркине тытакансен ушкăнĕ тусан лайăх пулĕ. Çакăн çинчен йĕлтĕрпе ярăнма юратакансен пуçтарăнса калаçмалла. Акă, январĕн 28-мĕшĕнче шăмат кун «Кĕтне» ФСК стадионĕнче районти пенсионерсем хушшинче йĕлтĕрпе кĕске дистанцие чупассипе «Спринт» ăмăрту ирттерме палăртнă. Унта арçынсем 60 çултан, хĕрарăмсем 55 çултан аслăраххисем виçĕ ушкăна пайланса ăмăртĕç. Кашни ушкăнăн хушши 5 çул. Хальхи вăхăтра çамрăксем хушшинче те йĕлтĕрпе ярăнакансен шучĕ йышлă мар. Çавăнпа та пенсионерсем çамрăксене мĕнле майпа йĕлтĕрпе ярăнма интереслентерес, пулăшас пирки калаçĕç, сÿтсе явĕç.

Январĕн 28-мĕшĕнче йĕлтĕрпе ярăнма юратакан пенсионерсене тата курма пыракансене вунă сехете «Кĕтне» ФСК стадионĕнче кĕтетпĕр. Йышлăн пуçтарăнса çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартса парар.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика