Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вăй хурсан продукци пулать

27 августа 2011 г.

Паянхи кун выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пысăк тупăш кÿрет тесе калама çук. Унсăрăн та пурăнаймастăн. Сĕт, аш-какай хуçалăх кассине укçа-тенкĕ кĕме пулăшатех.

Çавăнпах пулĕ «Дубовка» ООО выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерме тăрăшать.

Хальлĕхе унта сăвакан 95 пуç ĕне. Пĕтĕмпе мăйракаллă шултра выльăх — 242 пуç. Ĕнесене Галина Никитинапа Ирина Тимофеева дояркăсем сăваççĕ.

Александр Боровковпа Захар Гордеев та ĕçре хастар.

Ĕнесем кĕтÿре çÿреççĕ. Çаран çинче курăк çăра. Выльăхсем ăна çăвар тулли çиеççĕ. «Кĕтÿçсен ĕçĕ çăмăл мар. Шăрăх çанталăк-и, йĕпе-сапа-и — вĕсем яланах ĕçре. Станислав Тимофеев, Петр Чаркин, Александр Краснов хăйсене шаннă ĕçе пĕлсе, йĕркеллĕ пурнăçлаççĕ»,— терĕ тĕп зоотехник В.И.Мартынова.

Хуçалăхра сурăхсем те тытаççĕ — 150 пуç. Вĕсене Ринат Гельмановпа Азалия Абимова кĕтеççĕ. Вĕсемех 68 пуç çамрăк пăрусене те пăхаççĕ.

Наталия Ефремова ветеринар выльăхсене пăхса тăрать, сывлăхĕсемшĕн тăрăшать. Пĕлтĕр хĕсĕк пулнă пулсан, кăçал выльăх апачĕ енчен аван. 270 тонна утă, 688 тонна силос хатĕрленĕ,— сăмахне малалла тăсрĕ Вера Ивановна.

Апат çителĕклĕ хатĕрлесен, выльăхсене лайăх пăхсан продукци пулать. Кун пек чухне укçи-тенки те кĕрет, хуçалăх та малалла аталанать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика