Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Республика кунĕ тĕлне спорт комплексĕ уçăлчĕ

23 июня 2011 г.

Июнĕн 21-мĕшĕнче район центрĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлчĕ. 2010 çулхи çуркунне «Раççей Федераци-йĕнче физкультурăпа спорта 2006—2015 çулсенче аталантарасси» тата «Чăваш Республикинче физкультурăпа спорта 2010—2020 çулсенче аталантарасси» тĕллевлĕ программăсене пурнăçласа спорткомплексăн никĕсне янăччĕ. Çулталăк хушшинче çавăн пек чаплă кермене туса пĕтерсе хута яма пултарнинче Чăваш Республикин Правительствин, строительсен, район администрацийĕн тÿпи питĕ курăмлă. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама федераци, республика тата муниципалитет бюджечĕсенчен 95 миллион тенкĕ тăкакланă.

Комсомольски çыннисем çак куна чылайранпа кĕтнĕ. Халь ĕнтĕ сывлăха çирĕплетмелли центр хамăрăн та пур. Кунта 25 метрлă бассейн, тренажер, кĕрешÿ, çăмăл атлетика залĕсем пур. Кунсăр пуçне, стадиона реконструкцилесе хоккей, волейбол, футбол, баскетбол площадкисем туса хăварнă. Вĕсем çулла-хĕлле те пушă тăмаççех тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен спорта, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем йышлă пирĕн тăрăхра. Залсене пĕчченшерĕн те, çемьепе е ĕçри коллективпа та çÿреме май пур, ан ÿркен çеç. Сывлăха сиплес тесен те кунтах утмалла, пĕрремĕш хутра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ вырнаçнă.

Физкультурăпа спорт комплексне савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, физкультурăпа спорт, туризм министрĕ Анатолий Николаев, районăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Евгений Карпеевпа Геннадий Волков, Раççей тата Чăваш Ен тава тивĕçлĕ велотренерĕ Владимир Краснов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов тата ыттисем хутшăнчĕç.

Паллă кун ячĕпе саламласа республика ертÿçи Комсомольски район çыннисене спортпа çывăх туслашма, сывлăха çирĕплетме чĕнсе каларĕ. «Районта пурăнакансем лайăх ĕçлеме, хăйсем валли хăтлă çуртсем тума аван пĕлеççĕ. Паянтан сирĕн физкультурăпа çывăх пулма пĕтĕм услови пулать, сывлăхлă, çирĕп çын çеç вăйлă, конкуренцие çĕнме пултарать. Малашне Комсомольски çĕрĕ çинче паллă спортсменсемпе олимп чемпионĕсем тата ытларах пуласса шанатăп»,— палăртрĕ вăл. Михаил Васильевич спорт комплексне «Газель» микроавтобус парнелерĕ. «Водоснабжения» ПМК ертÿçи Валерий Павлов вара спорт комплексĕн директорне Евгений Тихонова символла çăра уççи парнелерĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков республика ертÿçисене, строительство ĕçне хутшăннисене пурне те район çыннисен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ.

Хĕрлĕ хăйăва Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев, район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, Раççей тава тивĕçлĕ велотренерĕ Владимир Краснов касрĕç. Ун хыççăн хăнасем физкультурăпа спорт комплексĕпе паллашрĕç, çамрăк спортсменсемпе калаçрĕç.

Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр участо-кĕпе тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн Михаил Игнатьев Аслă Чурачăкри Шипатовсен çемйине тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илмелли свидетельство пачĕ.

Савăнăçлă церемоние малалла культура ĕçченĕсем тăсрĕç, «Каçал» фольклор ансамблĕ те пухăннисене хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика