Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пысăк тупăш илес шанчăк пур

23 июня 2011 г.

Районти хуçалăхсем пирки пĕрне ырласа теприне хурласа калаçма та çук пулĕ, пурте тăрăшаççĕ. Анчах та пайăххисенчен те чи лайăххисем пур. Г.В.Атласкин фермер хуçалăхĕ пирки вара никам та начарпа калаçмасть тени те тĕрĕс пулĕ.

Унччен шахтăра нумай çул ĕçленĕ Григорий Васильевич кĕске тапхăрта — 8 çул хушшинче — хуçалăха лайăххисен шутне кĕртме пултарчĕ. Унран ĕç пахалăхĕ мĕнрине кăсăкланса ыйтсан çапла хуравларĕ: «Ĕçченсем маттур. Никама та уйăрса калас килмест. Пĕри те кĕрĕк арки йăваласа ларасшăн мар — пурте укçа ĕçлесе илесшĕн».

Атласкин фермер хуçалăхĕ 80 гектар çине çĕр улми лартнă. Çумăрĕ июньте ытлашшипех çуса тăчĕ, çавăнпа та «иккĕмĕш çăкăр» лайăх шăтса тухнă.

Эпир хире пырса çитнĕ вăхăтра хуçалăх управляющийĕ Л.М.Тихонова Г.Е.Портнов трактористпа калаçатчĕ. «Çĕр йĕпе пулнăран йăрансене çырса тухма йывăр, топливо та нумай тăкакланать. Кăпкалатса хăпартсанах колорадо нăррисенчен эмел сапма пикенмелле. Урăхла каласан, кашни кунпа туллин усă курмалла»,— тет Геннадий Евгеньевич «хурçă утăн» кабина алăкне уçса. Унтан ăна кĕрлеттерчĕ те малалла ĕçе пикенчĕ.

Людмила Мефодьевна хуçалăхра ăна йĕркеленĕренпе тăрăшать. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та, çамрăксенчен ирттерет. «Ĕç питĕ килĕшнипе пăрахаймастăп та ĕнтĕ»,— шÿтлет вăл.

— Паянхи куна 50 гектар çĕр улмине çырнă та ĕнтĕ. Ăна лайăх çитĕнтерсе пысăк тупăш илес шанчăк пур. Çитес кунсенче нумай çул ÿсекен курăксене çулма пуçлатпăр. Çанталăкĕ кăна чипер тăтăрччĕ,— терĕ управляющи.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика