Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Шăнкăрав йыхравлать

08 июня 2011 г.

Вăхăт шав малалла васкать. Тин çеç ача садне килнĕ ачасем тепĕр виçĕ уйăхран парта хушшине лараççĕ. Вĕсем выляни, кулни, йĕни, апатланни, вулама- çырма вĕренни халĕ те куç умĕнчех. Кашни интереслĕ самант та асрах. 5 çул пĕр çемьери пек туслă пурăннă 26 шăпăрлан иртнĕ эрнере ача сачĕпе сыв пуллашрĕ. Савăнăçлă уява ашшĕ-амăшĕсем, тетĕшĕсем, йăмăкĕсем, асламăшĕсемпе кукамăшĕсем пухăнчĕç. Чи асамлă саманта, ĕмĕрлĕхех асра юлакан уява уйрăмах тĕплĕ хатĕрлентĕмĕр.

Ачасем юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Тутлă апат пĕçерсе çитерекен поварсен, куллен тăрăшакан воспитательсен, вĕсен пулăшуçисен, юрлама, ташлама вĕрентекен музыкант, ача сачĕн ертÿçин ячĕпе нумай-нумай юрă шăранчĕ, сăвăсем те пулчĕç.

Ачасем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Шкула каякан сумкăна та хатĕрлеме вĕренчĕç вĕсем. Унчченхи пек, сумкăра текех теттесем пулмĕç, унта — тетрадьсемпе кĕнекесем, ручка, кăранташ ...

Уяв программине хăйне евĕр сценарипе хатĕрлени те ачасен кăмăлне кайрĕ. Уявра «5», «2» паллăсем, кĕнеке те «хăнара» пулчĕç. Шкула çÿрекен ачасен юлташĕсем лайăх паллăсемпе кĕнекесем пулмаллине вĕсем пит лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа та вĕренме ура хурса пыракансемпе туслашас темерĕç.

Парта хушшине ларма хатĕр ачасене эпир ăнăçу сунатпăр. Шкула каякансене ача сачĕн заведующийĕ С.Ю.Токмакова тата ытти воспитательсем, ашшĕ-амăшĕсем ăшшăн саламларĕç.

Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ. Çак кун тулли кăмăлтан савăнтăмăр, çав вăхăтрах хурлантăмăр та. Пĕр килти пек пурăннă ачасенчен уйрăлма çăмăл пулмарĕ. Хамăрăн воспитанниксемпе малашне те çыхăну татăлмасса шанатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика