Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хуçалăх акана хатĕр

06 апреля 2011 г.

Уй-хир ĕçĕсене техникăсăр пурнăçлама май çук. Паянхи кун кашни ял хуçалăх предприятийĕнче тракторсене, кăкарса ĕçлемелли агрегатсене юсас енĕпе тăрăшаççĕ. Тракторсен юсавлăхне патшалăх техника надзорĕн комиссийĕ тĕрĕслет. Ку вăхăтра механизаторсем асăрханă, курнă кăлтăксене, çитменлĕхсене пĕтерес тесе ĕçлеççĕ.

М.Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче — кустăрмаллă 4 трактор. Пурте çĕнĕ йышшисем. Вĕсемпе опытлă, уй-хир ĕçĕнче чылай çул вăй хуракан механизаторсем ĕçлеççĕ. Техникăна лайăх пăхса тăраççĕ. Çавăнпа комисси кăлтăксем ытла тупса палăртмарĕ. Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе ярасси пирки иккĕленÿ çук.

— Çураки яваплăха туйтарать. Ăна çулсеренех темиçе уйăх маларах хатĕрленме пуçлатпăр. Пахалăхлă вăрлăхсăр, удобренисемсĕр, им-çамсемсĕр май килмест. Лайăх тухăç илес тесен пурин тăрăшулăхĕ кирлĕ,— палăртрĕ техосмотр хыççăн Минзекрем Равилович.

Пĕр вăхăтра районти хуçалăхсем сахăр кăшманĕпе ĕçлеме пуçларĕç. Малашне М.Минатуллин хăйĕн хуçалăхĕнче 100 гектартан кая мар сахăр кăшманĕ çитĕнтересшĕн. Вăрлăха кура 80—90 гектар çинче çĕр улми туса илесшĕн. Унăн ĕмĕчĕсем, малашнехи тĕллевĕсем пысăк. Вĕсем пурнăçланса пыраççех.

Патшалăх техника надзорĕн районти тĕп инженерĕ С.Н.Кокарев тракторсем юсавлă пулнине, механизаторсем енчен çитменлĕх çуккине палăртрĕ. Хуçалăхăн çĕрĕсем çине ĕçлеме кайнă чухне, федераллă трасса çине тухма тивнĕ май, уйрăмах тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Çакăн пиркиех район администрацийĕн ĕç хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Н.В.Прокопьев та сăмах каларĕ. «Ĕçлемелле, анчах та асăрханулăх пирки манса каймалла мар. Пĕр пĕчĕк кăлтăк механизатора, агрегатпа ĕçлекенсене инкек патне илсе пыма пултарать. Хирте те юсавлă техникăпа çеç ĕçлĕр, çул çинче те тимлĕ пулăр»,— терĕ вăл.

Пĕтĕмĕшле илсен, комисси Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнчи тракторсемпе прицепсен юсавлăхне «лайăх» тесе хак пачĕ, тупса палăртнă пĕчĕк кăлтăксене çийĕнчех пĕтерме хушса хăварчĕ.

Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕр. Палăртнине вăхăтра, пахалăхлă акса-лартса хăварма тăрăшĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика