Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Чиперуксем – конкурсра

30 марта 2011 г.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче тăтăшах тĕрлĕ кон-курссем йĕркелеççĕ. Акă иртнĕ кунсенче те кĕçĕн классем хушшинче «Мисс Çуркунне — 2011» конкурс ирттертĕмĕр. Ăна Е.А.Пушкарева вĕрентекен ертсе пычĕ.

Конкурса кашни класран пĕрер хĕр ача хутшăнчĕ. Вĕсем чи малтан хăйсем çинчен каласа пачĕç. Унтан хĕр ачасем панă мозаикăран чечек çыххи пуçтарчĕç. Вĕренÿре кăна мар, ĕçре те маттур иккен пирĕн вĕсем. «Золушка» юмахри пек пăрçапа фасоле суйласа уйăрчĕç. Тепĕр конкурсра хĕр ачасем куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Унта Эльвира Камальдиновăна çитекенни пулмарĕ.

Ун хыççăнхи конкурс ачасемшĕн уйрăмах асра юлчĕ. Арçын ачасем куçĕсене хупласа хĕр ачасен пушмакĕсене тупса тăхăнтартрĕç. Конкурса хутшăннă кашни хĕр ача тĕрлĕрен номинацире çĕнтерчĕ. «Мисс Çуркунне — 2011» пулма Ксения Гришина (4-мĕш «б» класс) тивĕçрĕ. «Вице-Мисс Çуркунне» ята Эльвира Камальдинова (2-мĕш «а») çĕнсе илчĕ.

Чи сăпайлисем, ытараймисем, ачашшисем тата кăмăллисем Виктория Григорьева (3-мĕш «б» класс), Юлия Орлова (1-мĕш «б» класс), Анастасия Ильина (1-мĕш «а» класс), Лиана Шарафутдинова (3-мĕш «а» класс), Диана Тимаева (4-мĕш «а» класс) тата Полина Оленева (2-мĕш «б» класс) пулчĕç.

Хĕр пĕрчисене Р.В.Белкова, Л.А.Константинова, Л.Г.Галкина, А.Н.Титова, С.Г.Игонина, О.Г. Матвеева, Т.Г.Титова тата Е.А.Пушкарева вĕрентекенсем тĕплĕн хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика