Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тăван шкула манмаççĕ

05 февраля 2011 г.

Тăван шкул нихăçан та асран тухмасть. Çулран-çул пĕлÿ пухнă-çке унта. Юратнă вĕрентекенсем, çывăх тус-юлташсем пирки ăçтан манса кайăн; Районти пур шкулта та тенĕ пекех выпускниксемпе тĕл пулу каçĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те çак кунсенче ун пек уяв пулчĕ. Чылайăн килчĕ яш-кĕрĕм. Вĕренекенсемпе выпускниксем чунтанах савăнчĕç. Уяв каçне Юля Козлова «Вечер школьных друзей» юрăпа уçрĕ. Çакă шкул пĕтернисене аса илÿсен тыткăнне илчех пулĕ. Хаваслă, çав вăхăтрах яваплă та пĕлтерĕшлĕ самантсене манаймастăнах.

Уяв каçне 11-мĕш «а» класра вĕренекен Юля Чернова, Сергей Васильев кăмăллă ертсе пычĕç. Кунта вăтам шкул пĕтернисене Г.Е.Длинов директор саламларĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче вĕсене татах та пĕлĕвĕсене ÿстерме, хăйсене килĕшекен ĕç тупса пурнăç çулĕпе тăнăçлăн утма ăнăçу сунчĕ. Вăл çак шкула вĕренсе пĕтернисен ÿсĕмĕсемпе мăнаçланнине те палăртрĕ.

2007 çулта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă Елена Григорьева (халĕ Мускаври ял хуçалăх академи-йĕнче пĕлÿ пухать), 2009 çулта вĕрентÿ учрежденийĕпе сывпуллашнă, халь Мускаври Раççей таможня академийĕн студенчĕ Дмитрий Воробьев вĕрен- текенсене хăйсене пĕлÿ панăшăн, хавхалантарса пынăшăн, ăнланнăшăн тав туса «Прощание со школой» юрă парнелерĕç.

Шкул 16-мĕш çул ĕçлет. Çак вăхăтра 1195 ача вĕренсе тухнă. 2-мĕш вăтам шкулта пĕлÿ илнисен 36 ачи халĕ çакăнта çÿрет, ăслăлăх тĕнчине кĕрет. Д.Лукиянова та çак шкулта ăс пухнă, тăван çĕрех таврăн- нă, паян учительницăра тăрăшать.

Ачасене пĕлÿ, воспитани парас тĕлĕшпе учительсен тÿпи пысăк. Хастар, пултаруллă, çĕнĕлĕхсене алла илекен вĕрентекенсем ĕçленине шкула хута янăранпа ăна ылтăн медальпе 31, кĕмĕл медальпе 75 ача пĕтерни çирĕплетет.

Уявра, тĕпрен илсен, 2005—2010 çулсенчи выпускниксем пулчĕç. Мĕнле тав сăмахĕ каламăн-ха вĕрентекенсене. Бюджетпа казначействăн Омскри академийĕн студенчĕ Антон Андреев паянхи вĕренекенсен чĕрисене тыткăнларĕ. «Тăван шкулшăн питĕ тунсăхлатăп. Каялла таврăнса тантăшсемпе пĕрле парта хушшине ларма та хатĕр. Шкулти вĕренÿ çулĕсем нихăçан та асран тухмĕç»,— терĕ вăл. Çак шухăшсене Мускаври ял хуçалăх академийĕн студентки Лариса Ефремова та, ыттисем те палăртрĕç. Халĕ вĕренекенсене кирлĕ сĕнÿсем пачĕç.

Выпускниксем уроксенче те пулчĕç. Пухăннисене шкулти çамрăк ташăçăсем тата Г.М.Перьев ертсе пыракан хор ушкăнĕсем саламларĕç.

Вĕренекенсем те, выпускниксем те çак каçпа кăмăллă юлчĕç, пĕрле «Шкулпа сывпуллашни» юрра шăрантарчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика