Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Раççей шайĕнчи çĕнтерÿçĕ

02 февраля 2011 г.

Паллă ĕнтĕ, çĕр çинче икĕ пине яхăн тĕрлĕ халăх пурăнать. Кашнинех хăйне евĕр йăла-йĕрки, тĕн ĕненĕвĕ. Пирĕн Кĕтне тăрăхĕнче те авалтанпах çума-çумăн чăваш, вырăс, тутар халăхĕсем туслăн пурăнаççĕ, ирçе, çармăс тата ытти халăх çыннисем те тĕл пулаççĕ. Çумлă пурăнакан халăхсем пĕр-пĕрин йăлисене хăнăхса-ăнланса пыма тăрăшаççĕ. Çак пулăм малалла аталантăр тесе иртнĕ 2009-2010 вĕренÿ çулĕн тăваттăмĕш чĕрĕкĕнче Раççейри ятарласа суйласа илнĕ регионсенчи пĕтĕмĕшле вĕренÿ паракан шкулсенче çĕнĕ предмет — ОРКСЭ (Основы религиозной культуры и светской этики) вĕрентме тытăнчĕç. Ăна ертсе пыма кĕçĕн классенче вĕрентекенсене ятарласа Вĕрентÿ институтне чĕнсе илсе хатĕрлени çинчен Комсомольски район хаçатĕнче çырса пĕлтернĕччĕ. Пĕлтĕр тăваттăмĕш класра вĕреннĕ ачасем кăçал та çĕнĕ предмета малалла вĕренчĕç. Районти чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене православи тĕн йĕркине вĕрентме кăмăл турĕ. Унсăр пуçне хăйсен пепкисене этика, ислам тата тĕнчери тĕн йĕркисемпе паллаштарас текенсем те пур. Ачасене вĕренме меллĕрех пултăр тесе вĕрентÿ кĕнекисемсĕр пуçне электронлă пособисем те кăларнă. Çак хатĕрсем нумай енлĕ те пуян: кунта тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксем, схемăсем, сăвăсем, паллă çынсен сăнĕсем. Ачасем вĕренÿре еплерех ĕлкĕрсе пынине тĕрĕслемелли тестсемпе тренажерсем, интерактивлă майсем пур. Пиллĕкмĕшсем çак уроксене хапăлласах çÿрерĕç. Нумай ыйтăва сÿтсе явса хуравсене пĕрле шырарĕç.

Вĕрентекенсем те уроксене ирттермелли çĕнĕ майсем тупма тăрăшаççĕ. Юпан 28-мĕшĕнче пирĕн районти ОРКСЭ предметне вĕрентекенсем Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче пуçтарăнчĕç. Пушă алăсемпе мар — кашниех хăй хатĕрленĕ пĕр-пĕр урок презентацийĕ е методика сĕнĕвĕсене илсе килнĕ. Кашни вĕрентекенĕн хăйĕн методика майĕ, урокра усă курмалли сĕнĕвĕ пур. Фестиваль ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Чăн та, пĕр-пĕринчен вĕренмелли питех те нумай. Унта хутшăнакансем хатĕрленĕ ĕçсене кашнинех пысăк хак пама пулать. Вĕсенчен лайăххисене суйласа илме вара çăмăл пулмарĕ. Çапах та пĕрле сÿтсе явнă хыççăн пилĕк ĕçе чи лайăххисем тесе палăртса республика шайĕнче ирттерекен фестивале яма шут тытрĕç. Вĕсене Комсомольски пĕрремĕш, Нĕркеç тата Хырай Ĕнел вăтам, Хырхĕррипе Александровка тĕп шкулĕсенче вĕрентекенсем хатĕрленĕ.

Суйласа илнĕ ĕçсене республика шайĕнче пăхса тухнă хыççăн тепĕр хут чи лайăххисене палăртнă. Вĕсен шутĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕн Елена Николаевна Сереброван ĕçĕ те пулнă.

Çак кунсенче Мускавран савăнăçлă хыпар çитрĕ. Тĕп хуламăрта та Елена Николаевна ОРКСЭ урокĕсем валли ятарласа хатĕрленĕ методика ĕçĕсемпе презентацисене сумлă комисси лайăххисен шутне кĕртнĕ. Ăста вĕрентекене малашне те ăнăçу сунатпăр.

Çак уроксене çÿренĕ тĕрлĕ халăх ачисем пĕр-пĕрин йăлисене, тĕн тытăмне, пурнăç йĕркине ăнланса пырасса шанас килет. Эпир пурте тĕрлĕрен пулсан та — Раççей çыннисем!

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика