Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » «Самантлăха та манмастпăр…»

18 ноября 2010 г.

Комсомольски салине пĕр вунă çул каяллахипе танлаштарма йывăр: çак тапхăрта унăн сăнĕ палăрмаллах улшăнчĕ - илемлĕ те капмар çуртсем шăкăрин çĕкленчĕç, урамĕсем анлăланчĕç. Çуллахи вăхăтра чечексен ешерĕвĕ чуна тыткăнлать. Ытти чухне те илемлĕ вăл. Çыннисем - уçă кăмăллă, тарават, хавас кулăллă. Пурнăç шайĕ ÿснĕрен те килет пулĕ çакă. Каçал енĕн талпăнуллă утăмĕ пирки унăн тăрăхĕн пуçлăхĕпе курнăçса калаçрăмăр. Пĕр çул мар çирĕп тытса пырать Петр Вениаминович Силивестров пуçлăх тилхепине. Çакна Комсомольски тата кÿршĕллĕ ултă ял тăрăхĕнче пурăнакансем хальтерех иртнĕ суйлавра ăна тепĕр хут ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлани те аван çирĕплетет.

- Тивĕçлĕ кандидатсен хушшинче каллех пĕрремĕш пулнă ятпа саламлатпăр сире, Петр Вениаминович. Халăх шанăçне тивĕçме çăмăл мар. Пушă сăмах çаптаракана кăмăлламасть вăл...

- Саламшăн пысăк тав. Чăннипех, хывăх вĕçтернипе нимĕн те пулманнине ялан туйса-пĕлсе тăмалла. Унсăрăн май çук. Кăçал, акă, питĕ шăрăх тата типĕ çу пулчĕ. Чылай ялта ĕçмелли шывсăр тăрса юлас хăрушлăх тухса тăчĕ. Пĕвесем те типрĕç. Çавăнпа та эпир ыйту çивĕчленессе кĕтмерĕмĕр. Тĕслĕхрен, Васильевка ялĕнче икĕ пĕве турăмăр. Çĕнĕ Каçалта пĕвелерĕмĕр. Çулталăк вĕçлениччен Виçпÿрт ялĕнчине хута ярасшăн. Вĕсем çурхи шывпа тулĕç. Вара кăçалхи пек шывсăр аптрамăпăр.

Çĕнĕрен пĕвесем тума, вĕсене юшкăнран тасатма, ялсене тирпей-илем кÿме тата ытти валли те укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Шел те, ял тăрăхĕн бюджечĕ хĕсĕк, çавăнпа тепĕр чухне мĕн палăртнине те çийĕнчех тăваймастпăр. Ирĕксĕрех тепĕр вăхăта куçарма тивет.

Унччен ял тăрăхĕнче пурăнакансем кил-тĕрĕшри тасамарлăха урама, çырмана, катана кайса тăкнăран тавралăх вараланатчĕ. Унта пурăнакансемпе калаçса татăлнă хыççăн хытă каяшсене пĕр çĕре пухма тытăнчĕç, каярахпа хамăр техникăпа ятарлă çĕре илсе тухма пуçларăмăр. Ку тĕллевпе ял тăрăхĕ хăйĕн вăйĕпе трактор туянчĕ. Графикпа килĕшÿллĕн уйăхра икĕ хут полигона ăсататпăр. Тавралăх хăтлăланнине тÿрех асăрхарĕç. Шел те, Комсомольски салинчи хăш-пĕр урам пирки хальлĕхе çакăн пек калама иртерех-ха. Çапах ку ыйтăва кун йĕркинчен кăлармастпăр.

- Культура учрежденийĕсен тăрăмне пĕлес килет...

- Япăхса, юхăнса лараканнисем çук. Май килнĕ пек юсаса-çĕнетсе тăратпăр. Паллах, укçа-тенкĕ пурринчен те нумай килет. Вăл вара çителĕксĕртерех. Пĕлтĕр пур çĕрте те ăшă тытăмне, котельнăйсене тĕпрен йĕркене кĕртрĕмĕр. Дубовкăри клуб тăррине çĕнетме палăртнă, ыттисене шал тата тулаш енчен илем кĕртетпĕр. Ку пĕтĕмпех çитес çул пулĕ.

- Ял тăрăхĕн администрацийĕн вун-вун тĕрлĕ ĕç. Кашниех пĕлтерĕшлĕ.

- Чăннипех çапла. Аякран пăхсан, тен, хăшĕ-пĕри вак ĕç пек кăна туйăнать пулĕ. Сăмахран, тротуар тăвасси. Вăл та ахаль пулмасть. Аслă Каçалпа Кĕçĕн Каçалта халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче унччен те тунă, малашне те тăвăпăр. Район центрĕнчи Тĕп урамра пĕтĕмпех çĕнетрĕмĕр. Комсомольски урамĕнчине кĕçех тытăнатпăр. Пĕвесем тума, тротуар хывма 3 миллион тенкĕпе усă куртăмăр. Хура кĕр вăхăтĕнче каç чаршавĕ час анать, урамсене çутатса тăма пуçларăмăр. Кăна валли бюджетра кирлĕ чухлĕ укçа уйăрнă: 400 пине яхăн. Перекетлĕх çинчен те шухăшлама тивет. Счетчиксем, вăхăт релисене вырнаçтарнă. Вĕсем пур ялта та пулĕç.

- Петр Вениаминович, калаçăва ял тăрăхĕн администрацийĕн пĕчĕкрех ĕçĕсенчен пуçларăмăр. Килĕшетĕп: вак ĕç çук, пурте пĕлтерĕшлĕ. Майĕпен, тен, укçа-тенкĕ ытларах ыйтаканнисем çине куçăпăр? Сăмахран, пурăнмалли çурт-йĕре тытса тăрасси çине.

- Пирĕн «хуçалăхра» нумай хутлă 58 çурт. Пĕлтĕр вун виççĕшне тĕпрен юсанă. Шел, кăçал район федерацин çак программине кĕреймерĕ. Çак тĕллевпе уйăрнă укçа-тенке урăх çĕрте тăкаклама тиврĕ. Комсомольскинчи Чернов урамĕнче çĕнĕ çуртсем çĕкленчĕç. Хальлĕхе вĕсене газ кĕртмен-ха. Çурт çĕклеме, уйрăмах уйрăлса тухакансем валли, çĕр лаптăкĕ ыйтнисене тивĕçтерме тăрăшатпăр. Хушма хуçалăха аталантарма кредит илекен йышлă. Ку енĕпе хамăр енчен те пулăшу кÿретпĕр. Çĕнĕ урамсене электроэнерги çитермелли республика программине пурнăçласси пирĕнтен те нумай килнине самантлăха та манмастпăр. Ĕç калăпăшĕ чăннипех пысăк. Ку пире шиклентермест.

- Вăл пĕчĕк маррине тата шиклентерменнине калаçуранах туйрăм. Енчен ял тăрăхĕ /Комсомольски, Виçпÿрт, Шăхран, Дубовка, Васильевка, Çĕнĕ Каçал тата Кĕçĕн Каçал/ 7 яла пĕрлештернине, унта 6 пин те 700 ытла çын пурăннине шута илес тĕк - уйрăмах...

- Кашни çын - хăй тĕнче: унăн хăйĕн шухăшлавĕ, ăнтăлăвĕ, ыйтăвĕ, нуши-терчĕ, савăнăçĕ, ăнланăвĕ... Унăн тĕнчине кĕме çул тупсассăн, вăл мĕнле кăмăл-туйăмпа пурăннине пĕлсе тăрсассăн уншăн ĕçлеме çăмăл та, кăмăллă та. Çакна малтан та каланăччĕ, халĕ тепĕр хут çирĕплететĕп: «Тивĕç çинчен самантлăха та манмастпăр».

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика