Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Конкурс çĕнтерÿçи

17 марта 2010 г.

Кашни çулах шкулта пĕтĕм халăхсен «Русский медвежонок» вăйă-конкурсне ирттереççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — вырăс чĕлхине аталантарасси. Пуçласа ăна 2000 çулта ирттернĕччĕ. Унтанпа конкурс вăй илсе пырать, хутшăнакансен йышĕ те ÿсет.

Пĕлтĕр ăна ноябрь уйăхĕнче йĕркелерĕç. Конкурса 2—11-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем хутшăнчĕç. Районĕпе 1056 ача пĕлĕвне тĕрĕслерĕ. Кĕçĕн классен хушшинче 4 «б» класс вĕренекенĕ Юлиана Сыраева чи нумай балл пухса Раççей шайĕнче пĕрремĕш вырăна тивĕçме пултарчĕ. Нумаях пулмасть Ю.Сыраевăна ятарласа Шупашкар хулине чĕнсе илчĕç, çĕнтерÿçĕне парне тата Хисеп хучĕ парса чысларĕç. Вĕренекеншĕн вăл калама çук пысăк çитĕнÿ.

Юлиана — шкулти пултаруллă та маттур ачасенчен пĕри. Вăл тĕрлĕ-тĕрлĕ конкурссене, вăйăсене хутшăнать. Ÿкерме те кăмăллать хĕр ача. Унăн ÿкерчĕкĕсем нумай конкурсра: «Дети о лесе», «ОБЖ в картинках», «Планета детства-911» — палăрма та ĕлкĕрнĕ. Халĕ вăл «Кенгуру» вăйă-конкурса хутшăнма хатĕрленет, ыттисене те хастар пулма сĕнет.

Пултаруллă вĕренекенĕн çулĕ çинче яланах ăнăçу пултăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика