Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ яка пултăр

17 марта 2010 г.

Пирĕн районта пултаруллă спортсменсем сахал мар. Вĕсенчен пĕрисем — Комсомольски ялĕнче пурăнакан пĕртăван Тимергалеевсем. Хăй вăхăтĕнче ЧР «Буревестник» спорт обществин призĕсемшĕн йĕлтĕрпе чупса мала тухнă. Республикăри, районти тупăшусенче те çĕнтерÿçĕ пулнă.

Пĕртăван Рафикпа Рашид Зиганшович Тимергалеевсен парнисемшĕн çак кунсенче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ. Ăна йĕкĕрешсем 60 çул тултарнине халалланă.

Старта малтанах 70 çултан иртнисем тухрĕç. Вĕсем 2 километрлă дистанцире вăй виçрĕç. Кунта В.И.Пундяков (Комсомольски ялĕ), Ф.П.Ефимов (Киров поселокĕ), Ю.И.Зубарев (Александровка ялĕ) палăрчĕç. 59 çултан иртнисем 3 çухрăма чупрĕç. Комсомольскинчи А.П.Самаркин пĕрремĕш, Çĕнĕ Кипеç ялĕнчи Н.И.Васильев иккĕмĕш, Комсомольскинчи В.С.Краснов виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Йĕлтĕрпе чупакансем пурте классикăлла майпа ăмăртрĕç.

Сăмах май, Тимергалеевсем район спорчĕн аталанăвне хăйсен тÿпине хывнине палăртмалла. Вĕсем пулăшнипе З.Тимаев, В.Шленкин, Сандаловсем, Трофимовсем йĕлтĕр йĕрĕ çинче палăрмалла çитĕнÿ тунă.

Сирĕншĕн йĕлтĕр йĕрĕ яланах яка пултăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика