Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Наукăпа практика конференцийĕнче

27 февраля 2010 г.

Нумаях пулмасть Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче «Наука. Пултарулăх. Аталану» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. 49 шкул ачи хăйсен ĕçĕсене 8 секцире хÿтĕлерĕ. Ачасем актуаллă темăпа чылай ыйтăва хускатса туллин çутатса пачĕç. Вырăс чĕлхипе литература секцийĕнчи А.Андреевăпа Ю.Чернова ĕçĕсене уйрăмах пысăка хурса хакларĕç. М.Минина ĕçне те аван тесе палăртрĕç. А.Васильевăпа О.Алексеева чăваш чĕлхипе литературине чăннипех те лайăх пĕлнине çирĕплетсе пачĕç. А.Антоновăпа А.Борисова акăлчан чĕлхин секцийĕнче маттуррисем пулчĕç. Физика секци-йĕнче Е.Григорьевăна, математикăра тата информатикăра М.Мининăна çитекенни пулмарĕ. А.Замковпа В.Салмина истори, экономика, право секцийĕсенче палăрчĕç. Б.Чернова хими, биологи предмечĕсемпе çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Чи маттуррисем районти наукăпа практика конференцине хутшăнма хатĕрленеççĕ, хăйсен пĕлĕвне татах та ÿстереççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика