Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хускану туни чăннипех те пĕлтерĕшлĕ

17 февраля 2010 г.

Иртнĕ вырсарникун пирĕн районта, пĕтĕм Раççейри пекех, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2010» ăмăрту пулчĕ. Кăçал ăна Çветтуй Валентин тата кĕçĕн Çăварни кунĕнче кашни ял поселенийĕнчех ирттерчĕç.

Çак кун çанталăк уяр та лăпкă тăчĕ. Спорта кăмăллакансем Комсомольски вăрман уçланкине йĕлтĕр сырса тухрĕç. Кунта ватти те, вĕтти те пурччĕ. Спортпа физкультурăна юратакансене район пуçлăхĕ Геннадий Волков, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров сăмах каларĕç, ăнăçу сунчĕç.

«Ăс-тăна аталантарма çирĕп нерв тытăмĕ пулăшать, апла тăк хускану туни чăннипех те пĕлтерĕшлĕ»,— хавхаланса пĕлтерчĕ ăмăртăва хутшăнакан хĕрарăмсенчен чи асли, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн математика учителĕ А.Г.Терентьева.

«Чи ватă йĕлтĕрçĕ» ята кашни çулах тивĕçекен 88 çулхи Р.П.Моисеев та йĕлтĕр çине тăнă. «Вăй-хал ĕçĕпе пурăнсан, хусканусем тусан нимĕнле эмел те кирлĕ мар»,— пĕлтерчĕ Ревокат Прохорович, пухăннисене сывлăх сунса.

Йĕлтĕрçĕсем хушшинче тупăшу чăнах та хĕрÿ иртрĕ. Шкул ачисен ăмăртăвĕнче Кирилл Тихонов — пĕрремĕш, Андрей Павловский — иккĕмĕш, Павел Дмитриев виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 17 çул тултарман каччăсенчен чи ăстисем Станислав Шкаблев, Алексей Емельянов тата Николай Титов пулчĕç. Хĕрарăмсенчен Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем — Ирина Соловьева, Людмила Галкина, Татьяна Лапшина малти вырăнсене йышăнчĕç. Сăмах май каласан, мероприятие асăннă шкултан ачасем те, унта тăрăшакансем те чылайăн хутшăнчĕç. Арçынсенчен чи пултаруллисем Владимир Автономов (пĕрремĕш), Василий Краснов (иккĕмĕш) тата Олег Чертынов (виççĕмĕш) пулчĕç.

Спорт ветеранĕсем хушшинче те ăмăрту пулчĕ. Вĕсенчен чи лайăх йĕлтĕрçĕсем — Алексей Петрович Самарин, Василий Иванович Пундяков, Александр Михайлович Горбунов.

«Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята 5 çулхи Карина Игонинăпа виççĕри Павел Биктимиров тивĕçрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене Комсомольски ял поселенийĕн администрацийĕ Хисеп грамотисем тата хаклă парнесем парса чысларĕ.

Райпо ĕçченĕсем сăмаварти вĕри чейпе тата икерчĕсемпе хăналани те вырăнлă пулчĕ.

Çак мероприятие ĕçлекен тата вĕренекен çамрăксене спорта анлăн явăçтарас, физкультурăпа спорта тата сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче пропагандăлас, йĕлтĕрпе чупакансен йышне ÿстерес тĕллевпе йĕркелерĕç. Шел пулин те, тĕрлĕрен организацисемпе предприятисен, федераци службисен ĕçченĕсем çак кун ăмăртăва тухмарĕç. Вăхăт çитменни çине кăна ан ярăр, хĕл каçа пĕр кун тупма пулатех.

Ман шутпа, çирĕп вăй-халлă пулас, пурнăçа юратас тесен кашнинех хаваслă спорт вăййисене хастар хутшăнмалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика