Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Комсомольскисем – «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивалĕнче

06 февраля 2010 г.

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалласа «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивале февралĕн 4-мĕшĕнче Комсомольски ял поселенийĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ малалла тăсрĕ. Нумай-нумай юрă, сăвă тата ташă пулчĕ концертра. Вĕсем пĕр-пĕринчен илемлĕ пулнипе вăхăт иртни те сисĕнмерĕ.

Чи малтанах Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Петр Вениаминович Силивестров пухăннисен умне тухса совет халăхĕ хаяр вăрçăра хăюллăн çапăçнă ентешсене аса илсе чуна хускатмалла калаçрĕ. Вăл концерта курма килнĕ паттăр ветерансене чыс туса чечексем парнелени те хăйне евĕр илем кÿчĕ.

Кану каçне Комсомольски ял поселенийĕнчи вокал ансамблĕн юрăçисем «Даль великая», «Из-за этой хаты» юрăсемпе пуçларĕç. Ун хыççăн «Кĕтне» ансамбль артисчĕсем «Вăрçа ăсатни» ятлă сценкăпа паллаштарчĕç. Çак номерте комсомольскисем чăваш çынни хаяр вăрçа ăсатнă чух мĕн хушнине, пехилленине сăнарласа пачĕç.

Каярахпа Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Георгий Перьев ертсе пынипе куракансене «Если завтра война», «Не совместимы дети и война» тата «Вечный огонь» юрăсене парнелерĕç. Вĕсенче çамрăк юрăçсем Тăван çĕр шыва ирсĕр тăшман килсе тапăнсан, ăна хирĕç пĕтĕм халăх улăпла çĕкленнине, çав çĕкленÿре, хаяртан та хаяр çапăçусенче туслăх, тăванлăх, пĕр ĕмĕт-шухăш пулнине çутатса пачĕç.

Залри çынсем Валентина Лазарева шăрантарнă «Каким ты был» тата «Давай закурим» ятлă юррисене хапăл туса кĕтсе илчĕç.

Алевтина Трофимовăпа Тамара Александрова, Анна Титова «Ой, то ни ветер» тата «Цинковые мальчики» ятлă монологсенче халăх тăшмана курайманнине, ылханнине, вăрçăра паттăр çапăçса вăхăтсăр вилнĕ ачисемшĕн хуйхăрнине туллин çутатса пачĕç.

Куракансене Римма Краснова «Гляжу в озера синие», Георгий Перьев «На братских могилах», Светлана Ульдина «Тучи в голубом» юрăсем юрласа савăнтарчĕç.

Çавăн пекех Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе учительсем те (ертÿçи Тит Титов) сцена çине тухса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Пухăннисене РФ Афганецсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Виктор Гаврилов «Кукушка», Юлия Козлова «Про Афганистан» юрăсене куракансем патне çитерчĕç. Петр Баринов шăрантарнă «Ехал я из Берлина» юрă хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç. Мĕнле уяв-ха вăл Владимир Павлов ертсе пыракан, тĕрлĕ регионсенсенче иртекен фестивальсен лауреачĕ «Каçал» халăх фольклор ансамблĕсĕр? Çак каç та юрăçăсем халăх умне тухса виçĕ юрă шăрантарчĕç, хăйсен çĕнĕ репертуарĕпе чуна тыткăнларĕç, савăк кăмăл парнелерĕç.

Районти искусство шкулĕн ташă ушкăнĕсем (руководителĕ – Татьяна Иванова) куракансен кăмăлĕсене уçрĕç.

«Халăх вăйĕ — аслати, ăна никам та, нимĕнпе те, нихăçан та, нимĕнле вăрçăра та çĕнтереймĕ, çапса хуçаймĕ» — çак тĕп шухăша уçса пачĕç те ĕнтĕ пултаруллă та ăста артистсем.

Çакна та каласа хăвармалла: концерт лартнă çĕре 158 çын хутшăнса сехет ытла хушшинче 27 номер парнелерĕ.

Комсомольскисем фестивале тĕплĕн хатĕрленни куç кĕретех. Паллах, кунта çак концерта йĕркелекенĕн Владимир Павловăн тÿпи пысăк. «Туррăн ырлăх нумай та, юрра çитмест»,— теççĕ халăхра. «Куракансене концерт килĕшни, вĕсем ăна хапăл туса йышăнни пире малалла та хавхаланса ĕçлеме хистет»,— терĕ Владимир Павлович уява пĕтĕмлетсе.

Фестивале тăсса февралĕн 11-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче Кайнлăк ял поселенийĕнчи артистсем хăйсен пултарулăхне кăтартĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика