Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пирĕн туслă класс – тĕп парнешĕн

03 февраля 2010 г.

Ачасен шкулти пурнăçĕ, канăвĕ усăллă, интереслĕ иртесси педагогсенчен те, хăйсенчен те нумай килет. Тĕрлĕ мероприятисене хутшăнни, пĕр-пĕринпе паллашни, пĕлÿ шайне ÿстерни çитĕнекен ăрушăн, паллах, усăллă. Шкулта пĕлÿ илесси ачашăн пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Вĕренекенсемшĕн педагог — тĕслĕх кăтартакан çын. Пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăну çеç туслăха çирĕплетме, ăнланулăха ÿстерме, малалла ăнтăлма пулăшать мар-и? Кунпа пурте килĕшеççĕ пулĕ тесе шутлатăп. Ахальтен мар кăçалхи çула Чăваш Республикинче Вĕрентекен çулĕ тесе йышăннă.

Çак пĕлтерĕшлĕ çулталăкра районта «Супер класс» конкурс йĕркелени те — пысăк мероприятисенчен пĕри. Ăна РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов пуçарнипе, «Единая Россия» партин фракци членĕсен тăрăшулăхĕпе йĕркелеççĕ. Çак конкурса Павел Семенов пĕрремĕш хут çеç ирттермест, вăл тăрăшнипе нумай-нумай ача Мускава çитсе курма та ĕлкĕрнĕ. Анлă мероприятие районта ирттернишĕн пирĕн савăнмалла çеç. Хастарлăхпа, пултарулăхпа палăрса çĕнтерме ăнтăлмалла.

Конкурса çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерме ятарласа оргкомитет, эксперт комиссийĕ суйланă. Вĕсемпе тĕл пулчĕ те январĕн 29-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин депутатне пулăшаканĕ А.М.Чернов район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕн Н.А.Максимовăн пÿлĕмĕнче. Чи малтанах 10—11-мĕш классенче вĕренекен ачасем конкурса еплерех йышăннипе, хатĕрленнипе Т.В.Долгова методист паллаштарчĕ. «Супер класа» пирĕн районта ирттерме палăртнине пĕлсен ачасем питех те савăнчĕç. Вĕсем тĕп парне — Мускав хулинче экскурси пулнине пĕлсен пĕр тĕлĕнчĕç, пĕр хĕпĕртерĕç. Кашниех унта каяссишĕн çунать. Вĕренекенсемпе учительсем конкурс положенийпе тĕплĕн паллашнă, хатĕрленÿ ĕçĕсем шкулсенче пуçланнă. Унта пурĕ 25 класс хутшăнать. Чи лайăххине суйласа илме çăмăлах пулмĕ. Шкулти этап февраль уйăхĕн 25-мĕшĕнче вĕçленет. Мартăн 1—3-мĕшĕсенче материалсене районти оргкомитета тăратмалла. Вĕсемпе тĕплĕн паллашнă хыççăн мартăн 21-мĕшĕнче çĕнтерÿçĕ «Супер класа» палăртмалла. «Ĕç планĕ пысăк. Кунта ачасен те, педагогсен те тăрăшмалла»,— терĕ Тамара Владимировна.

— Конкурса хастар хутшăнассинче иккĕленÿ çук. Ачасен тавракурăмĕ чăннипех те анлă, вĕсем маттур, пултаруллă. Анчах та конкурс положенийĕпе килĕшÿллĕн чылай япалана шута илнине хаклама тивет: кунта кăçал Чăваш Республикинче Вĕрентекен çулĕ пулнине те, Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине те. Унсăрăн майĕ çук. Мĕншĕн тесен Аслă Çĕнтерÿ пирĕн халăхшăн пысăк уяв,— терĕ Анатолий Михайлович.

Оргкомитетпа канашлу ирттернипе çеç çырлахмарĕ А.М. Чернов, вырăна çитсе ачасен пурнăçĕпе паллашма кăмăл турĕ. Чи малтанах Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пулчĕ. 10-мĕш «а», 10-мĕш «б» классенче пĕлÿ пухакансемпе курнăçрĕ. Конкурса мĕнлерех хатĕрленнипе, Мускава каяс кăмăл пуррипе интересленчĕ. «Эпир çĕнтерме ăнтăлатпăр. Мускавра, РФ Патшалăх Думинче пулса курасшăн. Çак ĕмĕт илĕртет пире»,— терĕç вĕсем пĕр харăс. Анатолий Михайлович иртнĕ çулсенче ачасемпе Мускав хулинче пулнă самантсене те аса илчĕ. Урмаел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те конкурса хутшăнма хатĕр. Пурин те тĕп парнене тивĕçес килет. А.М.Чернов мĕн курни-илтнипе кăмăллă юлчĕ. Вĕренекенсем пуçланă ĕçе вĕçне çитереççех тесе шанатпăр.

Апла пулсан пурне те ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика