Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çĕнтерÿçĕсене палăртнă

27 января 2010 г.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче тĕрлĕ предметсен эрнисене ирттересси тахçанах йăлана кĕнĕ. Акă халĕ те, хĕллехи каникул тин çеç иртнине пăхмасăрах, историпе обществознани ик эрнелĕхĕ пуçланчĕ. Малтанах И.В.Васильева вĕрентекен ачасене ик эрнелĕх вăхăтĕнче еплерех мероприятисемпе конкурссем ирттересси çинчен чарăнса тăчĕ. Г.А.Белкова вĕрентекен «Çар мухтавĕн кунĕсем» темăпа электронлă майсемпе усă курса тухса калаçрĕ. Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул çитнĕ май 9-мĕш «а» класра вĕренекен Т.Самукова хăй хатĕрленĕ мультимедиллĕ презентаципе паллаштарчĕ.

Уроксем вĕçленнĕ хыççăн истори кабинетне 8-мĕш «а» тата «б» классенче вĕренекен ачасем пуçтарăнчĕç. Вĕсене валли «Асамлă уй» («Поле чудес») вăйă йĕркеленĕ. Вăйă ыйтăвĕсем ХIХ ĕмĕрхи Раççей историйĕпе çыхăннă. Кăткăс тупăшура Д.Игонин вĕренекен (8-мĕш «б» класс) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Кăрлачăн 20-мĕшĕнче 6-мĕш «а», «б» тата «в» классенчи ачасем «Мĕн?Ăçта?Хăçан?» вăйăра тупăшрĕç. Вĕсем «куракансем» ярса панă «çырусенчи» ыйтусем валли хуравсем шырарĕç. Тупсăмĕсем çăмăлах пулмарĕç пулин те, пĕлÿçĕсем алă усмарĕç, пуçсене ватса тĕрĕссине тупсах пычĕç. Вăйăра чи маттурисем те палăрчĕç. Вĕсем: Данила Лесницкий (1-мĕш вырăн), Инесса Михайлова (2-мĕш вырăн), Дима Абржин (3-мĕш вырăн), Светлана Петрова.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика