Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ăмăрту иртрĕ

11 ноября 2009 г.

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Кĕçĕн Каçалти модельлĕ библиотекăра шашка турнирĕ иртрĕ. Унта Каçал тăрăхĕнче пурăнакансем пухăнчĕç. Шкул ачисем те хастар пулчĕç ăмăртура. Вĕренекенсенчен А.Любимова (Шупашкар хули) пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Г.Марин (Кĕçĕн Каçал), Д.Албутов (Çĕнĕ Шупашкар) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Аслисенчен И.И.Ухандеев (Виçпÿрт) пĕрремĕш вырăна алран вĕçертмерĕ. Н.И.Кокшин (Комсомольски) иккĕмĕш, П.В.Силивестров (Комсомольски) виççĕмĕш пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене парне, Хисеп хучĕ парса чысларĕç. Шашка вăййине кăмăллакансемшĕн çак кун чăн-чăн уяв пулчĕ. Библиотекăра çак вăйă ăсталăхне çутатакан кĕнеке выставкине йĕркелени те спортсменсене савăнтарчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика