Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Учитель. Тавра пĕлÿçĕ. Патриот

22 октября 2009 г.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ, çамрăксене патриот пулма хатĕрлес ĕçре пысăк вăй хунă, «Хисеп Палли» орденĕн кавалерĕ пулнă Борис Григорьевич Кокорев пурăннă пулсан кăçал 90 çул тултармаллаччĕ. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пынă май паян кун та пурăнмалли çынччĕ Борис Григорьевич. Анчах... 1997 çулхи раштав пуçламăшĕнче пĕр услап унăн укçине хапсăнса пурнăçне вăхăтсăр татрĕ.

Б.Г.Кокорев, Чулхулари ют çĕршыв чĕлхисен институтĕнче ăс пухнă учитель, ачасене акăлчан тата нимĕç чĕлхисене вĕрентнĕ. Борис Григорьевич ачаранах тавралăха, çут çанталăка сăнама, тĕпчеме юратнă, тăван халăх историйĕпе кăсăкланнă.

Вăл шкулта панă пĕлÿ ачасене çителĕксĕррине лайăх ăнланнă. Çавăнпа вĕсене шырав-тĕпчев ĕçĕсене хутшăнтарнă. Ачасене тăван тавралăх, çĕршыв историне тĕпчеме, тавракурăма ÿстерме ятарлă шырав-тĕпчев клубне явăçтарма тăрăшнă. Вăл Комсомольски вăтам, Александровкăри, Çĕнĕ Шăхранти тĕп шкулсенче шырав-тĕпчев клубĕсем йĕркеленĕ. «Кăйкăр», «Çамрăк кăйкăр» клубсене çитĕнсе çитнисем те ырăпа асăнаççĕ. Борис Григорьевич клуба çÿрекенсене час-часах районти, республикăри юхан шывсем, кÿлĕсем, вăрмансем тăрăх илсе çÿренĕ, вĕсен историйĕпе, пĕлте-рĕшĕпе паллаштарнă.

Каникул вăхăтĕнче Б.Г. Кокорев тата унăн мăшăрĕ, чăваш чĕлхипе литератури учительници Анна Павловна ачасемпе çула тухнă.

Çул çÿрев — чăрмавлă ĕç: ачасене хатĕрлесси, вĕсене пăхса тăрасси, апатлантарасси, канăвне йĕркелесси, укçа-тенкĕ тупасси — пурте кăткăс.

«Кăйкăр» клубăн хăш-пĕр çул çÿревĕсене илсе кăтартни кирлех пулĕ.

Акă, 1962 çулта Борис Григорьевич Александровка шкулĕнче вĕренекенсене Одесса облаçĕнчи Казацкое станцине илсе çитерет. Кунта Александровкăра çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Костя Антонов çапăçура паттăрлăх кăтартса пуç хунă.

Çамрăк туристсем кунта вăрçă паттăрĕсем çинчен хĕрÿ калаçу ирттернĕ. Костя Антонов вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хунă.

1963 çулта Пăрачкав районĕнче çуралса ÿснĕ А.Н.Крылов академик çĕр çул тултарнине паллă тума «Кăйкăр» клуб членĕсем Ленинграда çитнĕ. Академикăн сумлă ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашнă, унăн çемйипе те тĕл пулма май тупнă.

1966 çулта, çуллахи каникул вăхăтĕнче, «Кăйкăр» клуб членĕсем, Комсомольски вăтам шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекенсем, вăрăм çула тухнă. Вĕсем Кĕтне шывĕ тăрăх вăл Сĕвене юхса кĕрекен вырăна çитиччен çуран утнă. Унтан Хусана çул тытнă. Хусанта историллĕ паллă вырăнсемпе паллашнă. Хусантан пăрахутпа Куславккана çитнĕ. Кунта вĕсем Совет Союзĕн Геройĕпе Тухлановпа тата Н.Мранькка писательпе ăшă тĕл пулу ирттернĕ. Ултă куна тăсăлнă çул çÿревре çамрăк туристсем çуран 150 çухрăм çул тытнă. Ывăнтăмăр тесе нăйкăшакан пулман, çул çÿревре, мĕн курни-илтнипе пурте кăмăллă пулнă. Çак çул çÿрев нумайăшĕшĕн ĕмĕрлĕхе асра юлнă.

1963 çулта Комсомольски вăтам шкулĕнчи 9-мĕш класра вĕренекен 18 ача çуран похода тухнă. Вĕсем пиллĕкмĕш кунхине Ульяновска çитнĕ. В.И.Ленин пурнăçĕпе ĕçĕпе çыхăннă историллĕ вырăнĕсенче пулса хăйсен тавракурăмне чылай пуянлатнă.

Ачасене патриотла воспитани парас ĕçре герой-хуласене кайса курни пысăк пĕлтерĕшлине шута илсе, Кокорев ачасене вăрăм çул-çÿреве илсе тухнă. «Кăйкăр» клубĕн членĕсем Мускавра кăна (тĕрлĕ ушкăнпа) 47 хут пулнă. Кунти историллĕ вырăнсемпе паллашнă. Кремльте те, Çăлтăр-хулара та вуншар хут пулма май килнĕ. Борис Григорьевич нумай çул пирĕн ентешпе, Кремль коменданчĕпе А.Я.Веденин генералпа туслă çыхăну тытнă.

1965 çулхи кăрлачра Кремль коменданчĕ «Кăйкăр» клуб членĕсене Çĕнĕ çул елкине пыма йыхравланă. Ачасем унта та пулса курнă.

Борис Григорьевичпа çÿрекен çамрăк туристсем 10 Герой-хулана çитсе курнă. Хăш-пĕринче темиçе хут та пулнă. 1962—1991 çулсенче Киевра 7 хут, Ленинградра 7 хут, Тулăра 3 хут пулнă. Ачасем уйрăмах паттăрлăх кăтартнă Ленин-градсăр пуçне Волгограда та, Севастополе те çитнĕ.

Мускаври Çăлтăр-хулара пулни ачасемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем нумай космонавтпа тĕл пулса калаçнă. Борис Григорьевич А.Николаевпа тата Ю. Гагаринпа тĕл пулнисене ăшшăн аса илетчĕ.

Юрий Гагарина «Кăйкăр» клубĕн хисеплĕ членĕ пулма ыйтнине космонавт тав туса йышăннă. Клуб ертÿçи Гагарина «III степеньлĕ СССР турисчĕ» значок парнеленĕ. Манăçми самантсем мар-и çаксем?

1981 çулхи çу уйăхĕнче Б.Кокорев ертсе пыракан Чăваш делегацийĕ Литвара Пĕтĕм Союзри интернационаллă туслăх клубĕсен ХII слечĕн ĕçне хутшăннă. Клуб членĕсем Венгри, Болгари, ГДР, Польша, Чехословаки çĕр-шывĕсенчи шкулсемпе, унти шырав-тĕпчев клубĕсемпе, кружокĕсемпе те çыхăну тытнă. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă.

Борис Григорьевич çав çул çÿревсем воспитани ĕçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен «Туристическая работа — средство патриотического воспитания» ĕçĕнче тĕплĕн çырса кăтартнă. Анна Павловна пуçарнипе «Кăйкăр» клуб тата литкружок членĕсем Белоруссие, Украинăна, Эстоние, Латвие, Литвана, Карелие çитсе хăйсен художество пултарулăхĕпе паллаштарнă. Чăваш çĕр-шывĕпе унăн паллă çыннисем çинчен каласа панă.

Çул çÿресси чăрмавсăр мар. Ăна йĕркелеме те пысăк ăсталăх кирлĕ. Герой-хуласене тата ытти вырăнсене çитсен çамрăк туристсем чи малтан унти шкулсемпе, шырав-тĕпчев ушкăнĕсемпе, çар комиссариачĕсемпе те, çар чаçĕсемпе те çыхăннă. Вĕсем пулăшнипе экскурсисене йĕркелес, ачасене тăрантарас, канма-çывăрма кирлĕ условисем тăвас ыйтусене татса панă.

Унăн адрес кĕнекинче — 1552 адресат.

Çакна та каламасăр иртме çук. Борис Григорьевич кашни çул çÿрев, экскурси хыççăн мĕн курни-илтни çинчен тĕплĕн çырса ятарлă журнал, папка е альбом туса хатĕрленĕ, фотоÿкерчĕксемпе пуянлатнă.

Б. Кокорев район центрĕнче музей уçассишĕн нумай тăрăшнă. Анчах кирлĕ пÿлĕм — вырăн тупайман. Район 50 çул тултарнă тĕле çеç «Кĕтне» хăна çуртĕнче пĕр пÿлĕм уйăрса панă. Кунта нумай экспонат вырнаçтарма вырăн та çитмен. Музее памалли хăшпĕр экспонатсем: кĕнекесем, сувенирсем тата ытти те вăхăтлăх хваттерте упраннă. Кокорев вилсен, çав экспонатсем çинчен маннă та пулĕ, тĕпчекен пулман. Çурчĕ хупăннă. Унта урăх çынсем килсен экспоначĕсем макулатурăна кайнă. Шел, халĕ нимĕн тума та çук.

«Çĕр тата çынсем» халăх музейĕ 1999 çулта çеç уçăлнă. Борис Григорьевич ĕçĕ-хĕлне çутатса паракан материалсем музейре упранаççĕ. Вăл çуралнăранпа 90 çул çитнĕ ятпа курав ĕçлет.

Борис Григорьевич ачасене патриотла воспитани парас, вĕсен тавракурăмне анлăлатас тĕллевпе тунă ĕçсемпе паллашсан, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн: вăл çавăн чухлĕ пархтарлă ĕç тума мĕнле вăй-хал, тÿсĕмлĕх çитернĕ-ши?

Кокорев тунă сумлă ĕçсем манăçа тухмалла мар, ăна малалла тăсмалла.

Ача чух çул çÿренисем, халĕ ÿснĕ, çемьеллĕ çынсем, час-часах ырăпа аса илеççĕ. Кокорев пек пуçаруллисем ытларах тупăнсан, аванччĕ те.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика