Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » ХУÇАЛĂХ ÇИРĔП АТАЛАНАТЬ

12 августа 2009 г.

Ĕçлекен алă валли ĕç тупăнать, — тенĕ халăхра. Ахальтен мар тулли телейлĕ пулма пурнăçра пĕлтерĕшлĕ икĕ япала кирлĕ теççĕ: пĕри çемье, тепри ĕç вырăнĕ. Пĕрремĕшĕ Турă тивлечĕпе пулса пырать-и, тен, анчах иккĕмĕшĕнче вара, хуть мĕн калăр та, харпăр хăйĕн чылай вăй хума тивет. Минатуллин фермер хуçалăхĕнче вăй хуракансене валли ик алла та ĕç пур. Кунта пушă ларакан çынсем çук. Хуçалăхра тутар та, чăваш та килĕштерсе вăй хурать. Хуçалăх ертÿçи Минзекрем Равилович Минатуллин та чăвашла лайăх пĕлет, калаçать. Вăл ертсе пыракан фермер хуçалăхне районта çеç мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Вăл — чи вăйлă аталанакан хуçалăхсен йышĕнче. Ĕçченсем шаннă ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланине, кашни самантпа тивĕçлĕ усă курнине хам куртăм.

Чи малтанах тĕп агрономпа, Анатолий Назарович Парковпа, ертÿçĕ çумĕпе Николай Иванович Алякинпа тĕл пултăм.

— Мĕнле аталанать-ха фермер хуçалăхĕ?

— Эпир, ытти хуçалăхсем пекех, тыр-пул, çĕр улми, нумай çул ÿсекен курăксем, хуратул акнă, выльăх-чĕрлĕх тытатпăр. 220 гектар çинче кĕрхи тулă, сĕлĕ — 25, çурхи тулă — 100, урпа — 115, хуратул — 10, çĕр улми 85 гектар çитĕнтеретпĕр. Пысăк пахалăхлă вăрлăхсемпе те ĕçлетпĕр. Элита вăрлăхсем хатĕрлесе сутатпăр. Ытларах кĕрхи туллăн «Московская-39», «Галина», «Казанская Р1» вăрлăхĕсемпе ĕçлетпĕр. Кăçал вĕсене пурĕ 47 гектар çинче çитĕнтернĕ. Тухăç япăх мар пуласса шанатпăр. Культурăсене çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр, — тет Н.И.Алякин.

— Анатолий Назарович вырма еплерех пырать?

— Вырмана пур çул та вăхăтра вĕçленĕ. Кăçал та аван ĕçлетпĕр. Паянхи куна эпир выльăх-чĕрлĕх валли 220 тонна утă хатĕрленĕ те. Пурĕ 1050 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Кашни гектартан вăтамран 33, 9 центнер тухăç илнĕ. Уй-хирти улăма та çийĕнчех пуçтарса пыратпăр. Йĕтемре те ĕçе аван йĕркелерĕмĕр. Кунта икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Тыр-пула ятарлă «ПСМ-5» сортировкăпа аллаççĕ. Ун хыççăн вăрлăха хумаллине пÿлмесене кĕртетпĕр, сутмаллине хăйне уйрăм хуратпăр. Йĕтем çинче ĕçченсем чăннипех те тăрăшуллă пулнипе ĕç кал-кал пырать. Акă, С.Ванюшкина тыр-пула виçет, Р.Мавлютов пÿлмесене йышăнать. В.Пундяков, С.Прохоров, Г.Митюков сортировкăсене пăхса тăраççĕ, çийĕнчех тÿрлетеççĕ. Н.Акчурин электрик та кунтах тăрăшать.

— Николай Иванович, пур ĕçе те вăхăтра тăвас тесен çĕнĕ йышши техникăсăр май та çук. Машинăпа трактор паркĕ пуян-и?

— Чăннипех те çапла. Çĕнĕ йышши техника тăруках туянаймастăн. Апла пулин те çулсерен мĕн те пулин туянма май тупатпăр. Уй-хирте пирĕн çĕнĕ йышши «Полесье» комбайн ĕçлет. Н.Биктимиров кунне вăтамран 100—120 тонна çапса тĕшĕлет. Вăл пĕлтĕр республика шайĕнче палăрма пултарчĕ. Чи маттур комбайнер ĕçлет пирĕн патра. «Е-33» нимĕç комбайнĕпе Н.Броницын тăрăшать. Дискаторпа ĕçлени те çĕр пахалăхне ÿстерет. Татах та техника туянас кăмăлсем пур-ха.

— Сире паян пуринчен ытла мĕн пăшăрхантарать?

— Мана кăна мар, кашни ĕçчене ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ йÿнелсе кайни пăшăрхантарать. Çав вăхăтрах им-çам хакĕ 2—3 хут ÿсрĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, промышленноç таварĕсем хакланса кайрĕç. Тĕслĕхрен, çитĕнтернĕ тырра та йÿнĕ хакпа илесшĕн. Çулталăкĕпех ĕçлени сая кайнă пекех туйăнать. Апла пулин те тăрăшатпăр, аталанатпăр.

— Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх те тытатăр...

— Выльăх-чĕрлĕхсĕр май çук. 18 лаша, 60 пуçа яхăн сурăх, 11 пуç сăвакан ĕне пур. Пушмак пăрусем те тытатпăр.

— Фермер хуçалăхĕнче пĕччен-иккĕн ĕçлеме çук. Тăрăшуллисене палăртса хăварсан та вырăнлă пулĕ.

— Уй-хирте вăй хуракансенчен пуçлар-ха. Г.Султанов, В.Воробьев трактористсемшĕн, А.Смирнов, В.Суратов, Э.Акшов, Н.Евреев, А.Семенов водительсемшĕн халĕ хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. В.Столяровапа А.Иванова поварсем ĕçченсене тутлă апат çитереççĕ. Ăна эпир тÿлевсĕрех йĕркеленĕ.

М.Коновалова зоотехник та ĕçре маттур, — тет хуçалăх ертÿçин çумĕ.

— Николай Иванович, малашнехи тĕллевсем еплерех?

— Пирĕн тĕп тĕллев — ĕçе пĕлсе йĕркелесси, тупăш илесси, ял хуçалăх продукцийĕн тухăçне ÿстересси. Ытларах ку тăрăхра лайăх пулакан сортсемпе ĕçлесшĕн. Техника паркне те çĕнетме кăмăл пур.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика