Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » РАЙЦЕНТРА ПЫРСА КĔРСЕН...

14 марта 2009 г.

Комсомольски ялне эпĕ иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенчен пуçласах лайăх ас тăватăп. Райцентр ытти ялтан нимĕнпех те уйрăлса тăмастчĕ. Хăма, турпас, улăм витнĕ çуртсем, тĕрлĕ хуралтă, йĕпе-сапара çăрăлакан çулсем...

Кăларса тăратар-ха акă куç умне ун чухнехи пĕр куна. Чул сарнă лакăм-тĕкĕмлĕ çулпа Канашран Патăрьелне каякан автобус хуллен Комсомольски патне çывхарать, сылтăм енчен район больницин пĕр хутлă йывăç çурчĕсем тĕксĕммĕн курăнса юлаççĕ. Автобус Кĕтне урлă хывнă йывăç кĕперпе каçать те урама кĕрсе çухалать.

Сылтăм енче — милици уйрăмĕ. Машина-трактор станцине каякан çул урлă — перекет касси, аптека çурчĕ. Вĕсем, кулаксенчен туртса илнĕ хыççăн куçарса лартнăскерсем, кивелсе шултăрканă, тĕксĕм сăн çапнă. Чайнăйăн чалăшнă алăкĕнчен çын кĕрет те тухать. Çав ретрех темиçе лавкка, халăх сучĕпе прокуратура, райпо правленийĕ, тавар хумалли складсем. Автобус хăмаран çапса тунă сарай евĕрлĕ çурт патне çитсе чарăнать. Хăлтăр-халтăр лавккасем, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен павильон, ача-пăча библиотеки, тĕрлĕ кантур сулахай енне тăрса юлаççĕ. Автобус çынсене антарса хăварса чул сарнă сиктĕрмеллĕ çулран уйрăлать те пысăкрах хăвăртлăхпа Çĕрпÿел еннелле ыткăнать.

Комсомольскинче кирпĕчрен купаланă пĕр çурт та çук. Рай-ĕçтăвком икĕ хутлă йывăç çуртра вырнаçнă. Парти тата комсомол комитечĕсене пĕр хутлине уйăрса панă. Йĕри-тавра — вун-вун кантур, хуçалăх тата çут ĕç учрежденийĕсем. Вырăнти колхоз правленийĕпе ял Канашĕ Кĕтне хĕррине анакан урам тăваткалне хĕсĕннĕ. Центрта уйрăм çынсен çурчĕсене тара илекен учрежденисем те пур. Район аллă ытла яла пĕрлештерет. Чи аякрисем (Нĕркеç, Çĕнĕ Мăрат, Тăманлă Выçли) Комсомольскинчен 20—25 çухрăмра. Кантурсене çитсе пĕр кунра ĕç кăларма май çук. Çавăнпа та инçетри колхозсем Комсомольскинче хваттерсем тытаççĕ. Транспорт — ут кÿлнĕ çуна е урапа. Çăмăл автомашина райкомпа райĕçтăвкомсăр тата МТСсăр пуçне никамăн та пулман. Çутă — краççын лампи. Уйрăм учрежденисемпе организацисенче — пысăках мар электромоторсем. Çын шучĕ Комсомольскинче икĕ пинрен те иртеймен. Предприятисем (вунă—çирĕм çын ĕçлекен организацисемсĕр пуçне) пачах пулман тесен те йăнăш мар. Хальхи банкпа вăтам шкул çурчĕсенчен аллă метртан уй-хир пуçланатчĕ. Урмаелне каякан çулăн сылтăм енче çурт-йĕр анчах мар, стадион та çукчĕ-ха. Йĕри-тавра тырпул çитĕнетчĕ.

Вăхăт малаллах шурĕ. Пĕр самант района пĕтерсе те пăхрĕç. Телее, ку нумая пымарĕ. Манăн та пурнăçăн пысăк тапхăрĕ Комсомольскипе çыхăнчĕ. 1967 çул вĕçĕнче районти «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцине ĕçе вырнаçрăм. Ял ун чухне, аллăмĕш çулсен пуçламăшĕпе танлаштарсан, нумаях улшăнманччĕ-ха. Çапах та çĕнĕлĕхсем те палăратчĕç. 1968 çул пуçламăшĕнче райĕçтăвком, парти тата комсомол райкомĕсем çĕнĕрен туса лартнă виçĕ хутлă кирпĕч çурта куçрĕç. Ял хуçалăх управленийĕ райĕçтăвкомăн икĕ хутлă йывăç çуртĕнче вырнаçрĕ. Ку вăхăтра Комсомольскинче кирпĕчрен купаланă çурт виççĕччĕ: йăла комбиначĕ, столовăй (халĕ автовокзал) тата культура çурчĕ. Клубăн ĕç кабинечĕсем, пĕчĕк залĕ тата фойе авалхи чиркÿрен (йывăçран лартнăскер) юлнăскерччĕ. Пысăк залне аллăмĕш çулсен вĕçĕнче кирпĕчрен купаласа ĕçе янă. Çакăн пирки вăл вăхăтри пуçлăхсем: «Константин Соловьев (райĕçтăвком председателĕ — Авт.) сăхман çумне саплăк мар, саплăк çумне сăхман çĕлесе лартрĕ»,— тесе кулатчĕç.

Кĕçех вуникшер хваттерлĕ икшер хутлă икĕ çурт хута кайрĕ. Район больницинче амбулаторие кирпĕчрен купаларĕç.

Аллăмĕш çулсен вĕçĕнче сÿс-кантăр завочĕ ĕçе каймаллаччĕ. Профильне улăштарчĕç, ун вырăнне аш-какай комбиначĕ хута кайрĕ, кайран вăл 300 ытла çын ĕçлекен «Эмитрон» заводăн филиалĕ те пулса пăхрĕ. Сÿс-кантăр завочĕ çĕнĕ урам уçрĕ. Аслă çула асфальт хыврĕç, урама «Заводская» ят пачĕç. Комсомольскинче вăл — чи вăрăмми.

Асфальт çул райком умне çитмест-ха. Автобуссем столовăй патне çитсе çаврăнатчĕç. Кĕрлĕ-çурлă вăхăтра унта чĕркуççи таран пылчăк çăрăлатчĕ. Пĕр çулхине ÿсĕр арçын çĕрле çав пылчăка кĕрсе ÿкнĕ. Ир енне çĕр хытă шăннă. Вилнĕ арçынна лумсемпе катса кăларчĕç. Çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕнче те райцентр пылчăкра çăрăлатчĕ. 1976 çулхи кĕркунне Комсомольскине, Виталий Ильин пуçарнипе, Раççей халăх артистки Людмила Хитяева килсе кайрĕ. Культура çуртĕнче концерт пулчĕ. «Лайăх çынсем эсир, ĕçчен те сăпайлă халăх. Анчах та эпĕ сирĕн патăрти пек «шĕвĕ асфальт» ниçта та курман»,— тесе сывпуллашрĕ халăх артистки.

Ун чухне атăсăр çÿреме май çукчĕ. «Резина атă урана чирлеттерет»,— тесе район ертÿ-çисем сăран атăпа çÿретчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулĕсене политиксем пăнтăх вăхăчĕ тесе хакларĕç. Камшăн пăнтăх вăхăчĕ пулнă-тăр, анчах Комсомольски районĕшĕн мар. Центр çеç мар, таврари ялсем, предприятисемпе организацисем, учрежденисем вăл çулсенче палламалла мар çĕнелсе улшăнчĕç. Райцентр 40 ытла яла (районĕпе пурĕ 54) асфальт çулпа çыхăнтарчĕ. Пин-пин тăваткал метр пурăнмалли çурт çĕкленчĕ. Предприятисем, учрежденисем, организацисем кивĕ, йывăç çуртсене пăсса хальхи вăхăта тивĕçтерекен кирпĕч çуртсене куçрĕç. Çăмăл килмерĕ çак ĕçсене пурнăçлама. Район ертÿçисен Павел Николаевăн, Раиса Тарасован, Максим Коротковăн, Петр Тепловăн, Петр Мужиковăн, Константин Соловьевăн, Петр Осиповăн, Петр Манзуркинăн, Николай Паймушинăн, Петр Никитинăн, Петр Бариновăн, вĕсен çумĕсен Герман Зайцевăн, Владимир Долговăн тата нумай пуçлăхăн тар тăкса ĕçлемелле пулчĕ.

Район ертÿçин пуканне йышăнса манăн та виçĕ çула яхăн унăн шăпине татса паракан ĕçсене хутшăнма тиврĕ. Тăхăр вуннăмĕш çулсен пуçламăшĕ — пăлхануллă та йывăр вăхăт. Социаллă аталану ыйтăвĕсене татса парас ĕçсене самантлăха та манман. Çав çулсенче больницăн ача-пăча уйрăмĕ, район библиотеки, пурăнмалли икĕ хутлă икĕ çурт ĕçе кайрĕç, Комсомольскин Çурçĕр поселокне центрпа ĕлĕкхи çул çинчи тимĕр-бетон кĕпер çыхăнтарчĕ, 2-мĕш вăтам шкул çуртне тума тытăннăччĕ.

Çĕнĕ реформăсем аталану çул-йĕрне урăхлатрĕç. Юлашки 10—15 çулта райцентр Киям Мифтахутдинов, Геннадий Волков ертсе пынипе тата та çĕнелсе улшăнчĕ. Суту-илÿ предприятийĕсене аталантарас енĕпе райпо председателĕ Евгений Карпеев уйрăмах пысăк тăрăшулăх кăтартать.

Аталанăвăн вĕçĕ-хĕрри çук. Экономика кризисĕ çеç ура ан хутăрччĕ. Ман шухăшпа, Комсомольски райцентрĕнче туса çитерменни те темĕн чухлех. Ку чухнехи спорткомплекс, стадион, нумай хваттерлĕ çуртсем тăвас ĕç малалла пынă май шыв тасатакан хăватлă сооружени кирлĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче туса лартнă культура çурчĕ те халăха тивĕçтермест. Сахал-и пурнăçламалли ĕç? Ыранхи кун ĕмĕтсем çитессе шанма май парать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика