Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » ТУСЛĂ КОЛЛЕКТИВРА ĔÇ ТЕ КАЛ-КАЛ

27 сентября 2008 г.

1863 çулта Раççейре, Санкт-Петербург хулинче пĕрремĕш ача сачĕ уçăлнă. Ăна пуçараканĕ Аделаида Семеновна Симонович пулнă. Ун хыççăнах “Детский сад” журнал кун çути курнă. Журналта ачасене пуçламăш пĕлÿ парас темăсене хускатнă, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. Пĕчĕккисене тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе ун чухнех çирĕп ĕçленĕ.

Унтанпа пурнăç лайăх енне чылай улшăнчĕ. Хуласемпе районсенче садиксем уçăлчĕç.

Ачасене воспитани парасси — çĕр çинчи чи яваплă та пархатарлă ĕç. Çамрăк ăру — пирĕн пуласлăх, шанăç, тĕрек. Çавна май шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен учрежденисен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Ача садĕнчи ĕçченсен пĕчĕкскерсене воспитани парас, тавракурăмне анлăлатас, çепĕçлĕхпе ачашлăх парнелес, сывă та тĕреклĕ çитĕнтерес ĕçре куллен тăрăшуллăрах ĕçлеме тивет. Вĕсен ĕçĕ чăннипех те пархатарлă.

Ача садĕнче ĕçлекенсен пурнăçĕпе паллашас тесе районти “Пучах” ача садне çитрĕм. Пÿлĕмсенче хăтлă та илемлĕ, таса. Кунта маттур та хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем ĕçлени курăнать. Йĕри-тавра тĕрлĕ картинăсем, сăн ÿкерчĕксем пур. Ача сачĕн пурнăçĕпе кунтах паллашма пулать иккен. Шăпăрлансен канăвне тулли ирттерни те куç умĕнчех. Чи малтанах ача сачĕн заведующийĕпе С.Ю.Токмаковăпа калаçрăм.

— Светлана Юльановна, ача сачĕпе паллаштарăр-ха?

— “Пучах” ача сачĕ 1985 çултанпа ĕçлет. Паянхи куна коллективра 31 çын вăй хурать. Садике 140 ача çÿрет. Вĕсен вăхăтне туллин йĕркелеме условисем çителĕклĕ тесе çирĕплетсех калама пултаратăп. Ашшĕ-амăшĕсем те кăмăллă. Уйрăмах вара ĕçченсем пирки ырăпа асăнас килет. Акă, Г.Н.Мельникова 1988—2006 çулсенче ача сачĕн заведующийĕнче нумай ĕç пурнăçланă. Халĕ те вăл коллективрах, кулленхи ĕçре пулăшать, сĕнÿ-канаш парать. Çавăн пекех 20 çул ытла тăрăшакансем те чылайăн. Е.Н.Индюкова, Е.В. Хораськина, Н.В.Сергеева, З.В.Ксенофонтова, А.Н.Петрова, Е.М.Гордеева, Н.С.Прохорова, В.Н.Алямшина, Ф.Ш.Абдулхакова, Р.Б.Камальдинова, А.А.Жукова, Н.В.Долгов, Н.В.Петров, В.М.Жукова, Ф.Н.Галкина ĕçченсем шанса панă ĕçре маттур. Ачасен канăвне тулли те паха ирттерес тесе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр. “Кĕрхи бал”, Çĕнĕ çула, Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне анлăн паллă тăватпăр. Ашшĕ-амăшĕсене те чĕнетпĕр.

Ачасемпе воспитательсем тĕрлĕ конкурссене те хутшăнаççĕ. “Светофорик” конкурса хутшăнса час-часах малти вырăнсене çĕнсе илетпĕр. “Пушартан асăрхан!” конкурс валли те тĕрлĕ материалсем хатĕрлетпĕр. Вут-кăвар хăрушă инкек кÿнине ăнлантарса паратпăр. Районти 31-мĕш пушар чаçĕнче те тăтăшах пулатпăр. Ку ачасемшĕн паха. Час-часах аслă ушкăнрисемпе экскурсисем йĕркелетпĕр. Пирĕн тĕп тĕллев — ачасене пур ĕçе те явăçтарма, хăнăхтарма тăрăшасси, вĕсене шкула кайма хатĕрлесе çитересси. Акă, кăçал эпир 26 ачана шкула ăсатрăмăр. Вĕсен вырăнне пĕчĕккисене илтĕмĕр.

— Ача сачĕн пурлăхпа технка никĕсне пуянлатсах тăмалла-çке?

— Унсăрăн майĕ те çук. Ачасем валли çĕнĕ теттесем, сĕтел-пукан туянмалла. Ку енĕпе пире вырăнти пуçлăхсем пулăшаççĕ. Район администрацийĕ, вĕрентÿ пайĕ ачасемшĕн яланах тăрăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те айккинче юлмаççĕ. Май килнĕ таран пулăшу кÿреççĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама та килеççĕ. Куншăн, паллах, тав тăвас килет. Пĕчĕккисем сывă пурнăç йĕркипе пурăнччăр тесе тăрăшатпăр. Çавна май вĕсен сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе кунсеренех спорт занятийĕсем йĕркелетпĕр. И.В.Николаева физкультура занятийĕсене ертсе пырать. Сăмах май каласан, вăл ĕçри ÿсĕмсемшĕн кăçал ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн грантне тивĕçрĕ. Унпа пĕрлех музыка занятийĕсене те ачасем хаваспах çÿреççĕ. Н.В.Ковшова педагог ачасене тĕрлĕ юрăсем вĕрентет. Акăлчан чĕлхине те 5 çултанах алла илме пулăшатпăр. А.А.Смирнова акăлчан чĕлхине вĕрентет. Э.С.Низамова логопед ачасене таса та тĕрĕс калаçма вĕрентес енĕпе сахал мар ĕçлет. Пĕр сăмахпа каласан, вĕсене туллин аталанма пур услови те çителĕклĕ. Ку енĕпе воспитательсемпе вĕсен пулăшаканĕсем, педагогсем тăрăшса ĕçлеççĕ.

— Светлана Юльановна, хăвăр профессине ăнсăртран суйласа илнĕ-и е...

— Ачасене юратнăран çак профессие кăмăлларăм пулас. 1991 çултанпа воспитательте тăрăшнă. 2006 çултанпа заведующире ĕçлетĕп. Ертсе пыма çăмăлах мар, апла пулин те коллектив туслă пулни ĕçлеме хавхалантарать. Эпир яланах пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр. Йывăр ыйтусене пĕрле сÿтсе яватпăр. Ÿсĕмсем пурри, конкурссенче çĕнтерни ĕçлеме вăй хушать. Татах та тăрăшса малалла утатпăр. Ачасене тивĕçлĕ воспитани паратпăр.

— Малашнехи тĕллевсем...

— Ума тĕллев лартсан çеç çитĕнÿ тума çăмăл. Çавăнпа та республикăра, районта иртекен пур конкурса та хутшăнасшăн. Педагогсемпе воспитательсен пĕлÿ шайне ÿстермелле. Çĕннине алла илмелле. Ачасем валли татах та çĕнĕ йышши сĕтел-пукан, выляма тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр туянас килет. Ĕмĕтленни пурнăçланасса шанатпăр.

— Сире уяв ячĕпе саламлатăп. Пĕчĕккисене ачашлăх парнеленĕшĕн, ĕçне чунтан юратнăшăн тав тăватпăр. Пурне те çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу та хастарлăх сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика