Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАНУ КУНĔ ИРТРĔ

01 марта 2008 г.

Хирти Мăнтăрти культура ĕçченĕсем шкул ачисемпе ял çыннисем хушшинче спорта юратакансем йышланччăр, сывă пурнăç йĕркине суйласа илччĕр, вăхăта усăллă ирттерччĕр тесе нумай тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ февралĕн 23-мĕшĕнче сывлăх кунĕ ирттерессине йăлана кĕртрĕç. Çак ĕçе пурнăçа кĕртсе ырă ĕç тăваççĕ. Кăçалхи çул та Тăван çĕршыва хỹтĕлекенсен кунĕнче культура çурчĕ умне спорта юратакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Пушă вăхăт тупса кашниех тĕрлĕ вăйăсене хутшăнма хавас пул-чĕ. Уяв ячĕпе тата Сывлăх кунĕ ячĕпе пухăннисене ял поселени пуçлăхĕ С.Н.Журавлев, культура çурчĕн директорĕ В.П.Данилова саламларĕç. Çак кун мини-футбол вылянипе пуçланчĕ. Икĕ команда тупăшрĕ. Вăйă çивĕч иртрĕ. "Сокол" командăшăн вылякансем авланнисем пулчĕç: Н.Данилов, И.Сулагаев, А.Самарин, С.Оболонкин, В.Воронцов, Ф.Можаев, "Феникс" команда чысне ял çамрăкĕсем: П.Журавлев, Н.Журавлев, С.Можаев, В.Назарук, Р.Сулагаев, К.Данилов, Н.Смирнов хỹтĕлерĕç. Вăйă 12:11 шутпа, "Сокол" команда çĕнтернипе вĕçленчĕ. Вылякансене хавхалантарма куракансем те йышлăн пуçтарăннă. Çав вăхăтрах культура çуртĕнче шашка, шахмат, теннис, бильярд выляса ăмăртрĕç. Вăйăсем хĕрỹ иртрĕç. Шашкăлла выляса малти вырăна К.Даниловпа С.Васильев çĕнсе илчĕç, шахматла - Н.Медведева, теннисра - И.Афанасьевăпа С.Никитин çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Çавăн пекех сывлăшпа перекен пăшалпа персе те ăмăртрĕç. Кунта вара А.Васильевпа П.Журавлева çитекенсем пулмарĕç. Çĕнтерỹçĕсене парнесем парса хавхалантарчĕç. Çак кун чăн-чăн уявах пулчĕ. Каярахпа дискотекăра савăнчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика