29 августа 2007 г.
Пахчара тĕрлĕ чечек çитĕнтерни паха. Акă, Кайнлăк ял поселенийĕнче çак кунсенче "Чи лайăх пахча умĕ" ятпа конкурс йĕркелерĕç. Йăлмахва, Кайнлăк, Хирти Мăнтăр, Турхан ялĕсенче пурăнакансем хаваспах килĕшрĕç, тĕплĕн хатĕрленчĕç. Чечек вăл - пурнăç илемĕ. Вăл хăйĕн хитрелĕхĕпе илĕртет, савăнăç парнелет. Жюри членĕсем кашни ялах çитсе курчĕç. Чечеке юратакансен пахчи-сачĕпе, тĕлĕнмелле илемпе паллашрĕç. Чи пултаруллисене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Павел Зайцев хуçалăхĕнчи пахча малти вырăна çĕнсе илчĕ. Унта илĕртỹллĕ те илемлĕ, темĕн тĕрлĕ чечек çитĕнет, таса та тирпейлĕ. Турхан ялĕнче пурăнакан А.Афанасьева пахчи иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Турхан ялĕнчи О.Васильева пахчи. Çавăн пекех А.Ефремова, В.Тимофеева, Л.Кузьмина, В.Воронцова, Е.Иванова, Е.Константинова, М.Сыраев, С.Рыжова хуçалăхĕсенчи пахчасенче те тирпейлĕхпе илемлĕх хуçаланаççĕ. "Чечек чун-чĕре ăшши, савăнăç парнелет",- теççĕ вĕсем. Жюри членĕсем конкурса пĕтĕмлетрĕç. Çĕнтерỹçĕсене авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче парне парса чыслĕç. Конкурса малашне те ирттерме палăртаççĕ. Пурте хаваспах хутшăнасса шанаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"