23 июня 2007 г.
Республика кунĕ умĕн 500-мĕш тĕслĕх библиотеки Куславкка районĕнче уçăлмалла. Пирĕн районти 18-мĕш тĕслĕх библиотеки июнĕн 21-мĕшĕнче Йăлмахва ялĕнче уçăлчĕ. Вăл административлă икĕ хутлă çуртра вырнаçнă. Библиотека валли уйăрнă пỹлĕме кĕске вăхăтрах юсаса хăтлăх кỹнĕ. - Кайнлăк ял поселени территорийĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсем те, уйрăм предпринимательсем те çак пархатарлă ĕçрен айккинче юлмарĕç, кашниех май килнĕ таран пулăшма тăрăшрĕç,- терĕ вырăнти ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.Н.Журавлев. Район администрацийĕн культура пайĕн заведующийĕ В.С.Васильев тĕслĕх библиотеки уçма килнĕ ял çыннисем умĕнче ЧР Президенчĕ Н.Федоров алă пуснă, телевизор, видео тата ауди аппаратури, кĕнекесем парасси çинчен калакан свидетельствăна Йăлмахва ял библиотекин заведующине А.Г. Ефремовăна пачĕ. Библиотека яланах районта тĕслĕх пулса тăнине çирĕплетекен грамотăсемпе кунта 38 çул библиотекарьте ĕçленĕ З.Н.Григорьева килнисене паллаштарчĕ. Библиотека уçма хăнасем йышлăн килнĕ. "Турхан" ял хуçалăх кооперативĕ ячĕпе П.Н.Зайцев, Йăлмахва шкулĕнчи Р.Л.Чаржова саламласа парнесем пачĕç. Библиотекăна тăтăш çỹрекен вулакан Г.Н.Чаржов та сăмах илмесĕр чăтаймарĕ. "Ял халăхĕ, ачасем тĕслĕх библиотеки уçăлнипе кăмăллă. Çакă çынсене вăхăтра кирлĕ информаци илме май парĕ",- терĕ вăл. С.Н.Журавлев парне панă май ял поселенийĕнчи пур культура ĕçченĕсем те ку тĕслĕх библиотекинче тăрăшса ĕçленине палăртрĕ. Малашне ку çуртра социаллă-культурăлла центр уçас тĕллевсем те пуррине палăртрĕ. А.Г.Ефремова малтан Александровка ял библиотекинче 20 çул вăй хунă. Унти ял поселени пуçлăхĕ В.Ф.Волков салам сăмахĕсем каларĕ, культура ĕçченĕсем савăк юрă-кĕвĕ парнелерĕç. Районти тĕп библиотека директорĕ М.В.Мокеева компьютер урлă ял поселенийĕ çинчен унта çуралса ỹснĕ паллă çынсем пирки çăмăллăнах кирлĕ информацисем илме май пуррине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех унта çĕнĕ саккунсемпе, хăшпĕр кĕнекесемпе те паллашма пулать. Телевизорпа вара илемлĕ фильмсем çеç мар, вĕрентỹпе çыхăннă кинофильмсем те курма май пур. Тĕслĕх библиотекине хута яма М.Х.Хасянов, Н.В.Гаврилова, К.С.Зайцева, В.К.Смирнов, В.И.Краснов, А.В.Филиппов, Т.М.Солдатов, Ф.С.Ахметов, М.Г.Сахров, М.Г.Галиуллин, М.М.Сатртдинов, Э.А.Яковлева, Р.Ф.Хайруллин, А.К.Смирнов, А.И.Чернов уйрăм çынсем, "Дубрава", "Турхан" ял хуçалăх кооперативĕсем, "Слава картофелю" агрофирма тĕрлĕ майпа спонсорла пулăшу панă. Вĕсем тав сăмахне тивĕçлĕ. Çакăн пек ырă кăмăллă çынсем пулни паха. Йăлмахва ялĕнче 1921 çулта вулав çурчĕ уçнă. Малтан кĕнекесен йышĕ 100-тен те иртмен пулсан, 86 çул хушшинче библиотека фончĕ палăрмаллах пуянланнă. Халĕ кунта тĕрлĕ темăсемпе изданисем илсе вулама пулать. Ялти фондра çук пулсан районти тĕп библиотекăран та ыйтса илме май пур. Тĕслĕх библиотеки уçăлнă хыççăн унăн пурлăх никĕсĕ çирĕпленнĕ.
Источник: "Каçал Ен"