Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧИПЕР ХĔРПĔРЧИСЕМ

07 апреля 2007 г.

Ака уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Кайнлăк ял клубне халăх чылайăн пуçтарăнчĕ. Кунта 6-9 çулхи хĕрачасен смотр-конкурсĕ "Мисс Дюймовочка" иртрĕ. Кайнлăк ял поселенийĕнчи ялсенче пурăнакан 7 хĕрпĕрчи конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Хирти Мăнтăртан - Ольга Константиновăпа Людмила Миронова (хатĕрлекенĕ, илемлĕх ертỹçи В.П.Данилова), Йăлмахваран - Мария Алякинăпа Мария Кузьмина, Кайнлăк ялĕнчен Диана Гибатдинова, Гельнифес Гайзатуллина, Энже Феткуллина (хатĕрлекенĕ Р.В.Смирнова). Сцена çине пуканесем пек чипер хĕрпĕрчисем тухнине куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Программа пуян пулчĕ: хăйсемпе паллаштарни, ыйтусемпе ответсем, юрă конкурсĕ, мода кăтартасси, ташă. Тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç куракансене пĕчĕк "Дюймовочкăсем" хитре юррисемпе, ташшисемпе, тумĕсемпе тыткăна илчĕç. Мĕн кăна тума пĕлмеççĕ тата хăйсем? Тĕрлеме те, çыхма та, ỹкерме те... Жюри членĕсене пултаруллине суйласа илме çăмăлах пулмарĕ. Юлашкинчен пĕр саслă пулса çакăн пек йышăнчĕç: Людмила Миронова "Мисс красавица" номинацинче, Мария Алякина "Мисс скромница", Гельнифес Гайзатуллина "Мисс умница", Диана Гибатдинова "Мисс артистка", Мария Кузьмина "Мисс модница", Энже Феткуллина "Мисс Дюймовочка" ятсене тивĕçрĕç. Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнчи районти "Мисс Дюймовочка" конкурсра Энже Феткуллина хутшăнса, Кайнлăк ял поселенийĕн чысне хỹтĕлерĕ. Конкурса хутшăнакансене Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса чысларĕç. Йăлмахвари культура çурчĕн илемлĕх ертỹçи Руфина Смирнова пысăк ăсталăхпа ертсе пычĕ. "Мисс Дюймовочка" ирттерме укçа парса пулăшнăшăн "Турхан" ЯХПК ертỹçине В.А.Самарина, "Дубрава" ЯХПК ертỹçине М.Г.Шарафутдинова тав сăмахĕ калас килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика